Ĕç чарăнмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2017, 09:17 Просмотров: 522

Хуçалăхсенче хĕрÿ ĕç вĕçленмен-ха. ,нерхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14148 гектар (83 процент) çапса тĕшĕленĕ, пÿлмене 43946 тонна  тырă кĕртнĕ.

Вырмана «Санары», «Мураты», «Победа», «Знамя» хуçалăхсенче вĕçленĕ. «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор» хуçалăхсем юлашки гектарсем çинче выраççĕ. Районĕпе гектарти вăтам тухăç 31,1 центнерпа танлашать. Уйра 39 комбайн ĕçлет.

Çĕрулмие 194 гектар (43 процент) кăларнă. Вăтам тухăç 207 центнер. Хăмла 7 гектар татнă. 3030 гектар кĕрхи çĕрте тунă. Кĕрхи культурăсене 4487 гектар акнă.

Нумай çул ÿсекен курăксене 6634 гектар (86 процент) çулнă. Утă 7064 тонна (106 процент) хатĕрленĕ. Сенаж 25620 тонна (162 процент) янтăланă.

К.ЮРЬЕВ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика