Хастар хĕрарăмсем пулсан малашлăх çутă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.05.2019, 13:29 Просмотров: 272

Хаçатăн çывăх тусĕ – Çĕньял Хапăсра пурăнакан Юлия Павловна Егорова – тивĕçлĕ канăва тухичченех Санарпуçĕнчи ача-пăча садĕнче тимленĕ. Иртнĕ эрнере вăл 60 çулхи юбилейне паллă турĕ.

– Ĕненес те килмест, – терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. – Ултă теçеткене çитрĕм.

Вăл çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче тăван амăшĕпе, тăватă хĕрĕпе, ывăлĕпе, кĕрÿшĕсемпе, сакăр мăнукĕпе, хăти-тăхлачисемпе, йышлă тăванĕсемпе юбилей кĕрекине ларнă, уява чыслăн ирттернĕ.

– Анне вăл пирĕншĕн çут хĕвел пекех. Пурне те чун ăшши парнелет,– терĕ хĕрĕ Снежана. – Ача-пăча сасси пÿрте тултарсан тата епле хĕпĕртет. Анне чунĕпе питĕ çамрăк. 60 çулхи юбилейне паллă турĕ тесе калаймăн.

Юлия Егорова Санарпуçĕнчи ача-пăча садĕнче кĕçĕн воспитательте 35 çул тăрăшнă. Çак тапхăрта пĕрре те ята çĕре ÿкермен. Шăпăрлансемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те, ĕçтешĕсемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе сумлă тÿпе хывнă.

Юлия Павловна хаçат-журнал вулама юратать. Çырăнтару пирки асилтерсен хаваспах сăмах çăмхине сÿтрĕ.

– «Çĕнтерÿ çулне» питĕ юратса вулатăп. Ăна кашни çулах çырăнса илетĕп. Ачаранпах алăран ямастăп. Утмăл çулта ĕнтĕ, халĕ те почта ещĕкне тĕрĕслесех тăратăп, – пĕлтерчĕ вăл. – «Çĕнтерÿ çулĕсĕр» пуçне тата ытти пичет кăларăмĕсене çырăнатăп: «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хыпар», «Кил-çурт, хушма хуçалăх»...

Юлия Егоровăпа калаçма питĕ кăмăллă. Тавракурăмĕ анлă, çынсемпе тараватлă. Вăл хăй чун апачĕсĕр пурăнаймасть, çавăнпа та хăшпĕрисем пĕр хаçат та çырăнса илменнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет.

Юлия Павловна Пăваялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 10 пепкене кун çути парнеленĕ. Юля çемьере – тăваттăмĕш. Çăкăр хакне ачаранах пĕлсе ÿснĕ. Амăшне пулăшас тĕллевпе шурăмпуç киличченех ура çине тăнă, фермăна тислĕк тасатма васканă. Килне таврăнсан тум улăштарнă та ăс пухма Кĕçĕн Кипекри пĕлÿ керменне чупнă. Уй-хирте те пилĕк авнă. Ларма-тăма пĕлмен хĕре ялта хисепленĕ. Юлия Павловна ĕçе хăнăхтарнăшăн хăйне пурнăç парнелекенсене   паянхи кун та тав тăвать. Сăмах май, унăн амăшĕ – Нина Ветрова – нумаях пулмасть 91 çул тултарнă, анчах та кинеми ĕçлемесĕр пачах та ларасшăн мар иккен.

Юлия Егорова та тивĕçлĕ канура тесе лăпкăн пурăнмасть. Мăнукĕсене пăхать. Пахча-анкартире тăрмашать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Шел те, юнашар мăшăрĕ çук. Вăл 15 çул каяллах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Калăпăшлă ĕçсене пурнăçланă чух ачисем çиçĕмле хăвăртлăхпа амăшĕ патне çитме тăрăшаççĕ. Телее, хаçат тусĕн хĕрĕсем качча кайса Вăрнар тăрăхĕнчех тымар янă. Амăшĕ пекех ĕçре хастар. Акă, сăмахран, Снежана çемйи   мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 10 пуç ытла тытать. Юлия Павловнан ывăлĕ Виктор салтак аттине хывсанах Мускава тухса кайнă, халĕ çĕршывăн тĕп хулинчех ĕçлесе пурăнать. Вăхăчĕ çукрах пулин те юратнă амăшне юбилей ячĕпе саламлама килнĕ.

Хаçат тусĕ ял тăрăхĕнче иртекен субботниксене хастар хутшăнать. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртесси кашнин пархатарлă тивĕçĕ тесе шутлать.

– Ялта пурăнма юрататăп. Уçă сывлăшĕ мĕнлерех сиплĕ! – палăртрĕ Юлия Павловна. – Хамăр пурăнакан тăрăха çÿп-çаппа варалас марччĕ. Тасалăхшăн пурин те тăрăшасчĕ.

Юлия Егорова ырă, ĕçчен, сăпайлă. Çакăн пек маттур хĕрарăмсем пулсан чăваш ялĕ пĕтмест.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика