Укçан хавхалантараççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2019, 15:18 Просмотров: 296

Раççей ШĔМ-ĕн «Вурнарский» пайĕ аса илтерет: саккунсăр упранакан хĕçпăшала, çар хатĕрĕсене, сирпĕтекен япаласене, сирпĕтмелли хатĕрсене хăйсен ирĕкĕпе килсе панăшăн укçан хавхалантараççĕ.

Çапла, яка кĕпçеллĕ сунар пăшалĕшĕн (1шт.) – 4000 тенкĕ; касăмлă кĕпçеллĕ сунар пăшалĕшĕн (1шт.) – 5000 тенкĕ; çар пăшалĕшĕн (1шт.) – 5000 тенкĕ; харпăр хăй тунă перекен хатĕршĕн (1шт.) – 2000 тенкĕ; газ пистолечĕшĕн, револьвершăн (1шт.) – 1000 тенкĕ; гранатăпа минăшăн, снарядшăн (1шт.) – 3000 тенкĕ; сирпĕтекен япаласемшĕн (тротил, тар, аммонит тата ытти те) – 100 грамĕшĕн 500 тенкĕ; çар хатĕрĕсемшĕн (1шт.) – 50 тенкĕВ; сирпĕтмелли хатĕрсемшĕн (детонатор тата ытти те) (1 шт./1м) – 800 тенкĕ параççĕ.

Яваплăха ăнланса, пăшалсене полици пайне илсе килнĕ тĕслĕхсем кăçал та пулнă. Сăмахран, Малти Ишек ял поселенийĕнчи Т. çар пăшалĕ килсе панă, уншăн ăна 5000 тенкĕ тÿленĕ. Вăрнарти А. вара – яка кĕпçеллĕ икĕ сунар пăшалĕ. Хавхалантару виçи – 8000 тенкĕ.

Енчен те граждансем саккунсăр майпа упракан хĕçпăшала, çар хатĕрĕсене, сирпĕтекен япаласене, сирпĕтмелли хатĕрсене полици сотрудникĕсем тупсан РФ Уголовлă кодексĕн 222-мĕш статйипе уголовлă явап тыттараççĕ. Çакăншăн 4 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Сăмах май, саккунсăр упранакан хĕçпăшал, çар хатĕрĕсем, сирпĕтекен япаласем, сирпĕтмелли хатĕрсем çинчен тĕрĕс информаци пĕлтерекенсене те вĕсемшĕн тÿлеме палăртнă виçен 50 проценчĕ чухлĕ хавхалантарма пултараççĕ.

А.САМОЛЕТОВ,

Росгвардин республикăри управленийĕн лицензипе

ирĕк паракан уйрăмĕн инспекторĕ полици аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика