ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çăкăр та «чирлет»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2019 15:19 Просмотров: 111

Çăкăр тата çăкăр изделийĕсен чи анлă сарăлнă чирĕ – «çĕрулми чирĕ». Ăна çутçанталăкра анлă сарăлнă Bacillus mesentericus çĕрулми патакки пуçарать.

/сентăран тусанĕ формипе вăл тырра лекет те унтах юлать. Технологие пăхăнмасăр авăртсан вăл çăнăха сиенлет, хыççăн чустана, çăкăра, чи хăрушши – çын организмне лекет.

Çĕрулми патакки уйрăмах шурă çăкăрта аталанать. Ыраш çăкăрĕнче, тортсемпе пирожнăйсенче вăл пачах çук тесен те юрать. Сушкăпа сухарире те сахал.

Çăкăрăн çĕрулми чирĕ сарăлнин тĕп сăлтавĕсем: продуктăн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк пулни, çăкăрăн ытлашши нÿрĕклĕхĕ, управ температури пысăк пулни (30–400С таран), хатĕр çăкăр изделийĕсен пысăк масси.

Çăкăр ку чирпе чирленин паллисене çакăнтан пĕлме пулать: унран ытлашши пиçсе кайнă пахчаçимĕçпе улма-çырла шăрши кĕрет. Вăхăт иртнĕçем вăл пушшех те шăршланать, çăкăр хытти çемçелет, тачки тĕксĕмленет, çыпăçать. Ку паллăсем издели пиçсе тухнă хыççăн тепĕр икĕ кунтан кăна палăрма тытăнаççĕ.

Çĕрулми патакки çыншăн сиенлĕ мар, анчах та пăсăлнă çăкăра çиме юрамасть, мĕншĕн тесен вăл наркăмăшланать.

«Чирлĕ» çăкăра чĕрчунсене пама та, ăна тепĕр хут тирпейлеме те (сăмахран, сухари тума) юрамасть. Çакă вар-хырăма пăсма, аллерги пуçарма пултарать.

Çăкăр тата çăкăр изделийĕсене стационарлă суту-илÿ предприятийĕсенче туянмалла. Кайранлăха илсе хума кирлĕ мар. Вĕсене сывлакан пусмаран çĕленĕ пĕчĕк михĕсенче упрамалла. Шăрăхра шултра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăра çисен аван, унра çĕрулми чирĕ аталанас хăрушлăх пĕчĕкрех.

Унсăр пуçне, чире асăрхаттарас тесен çăкăр сутакан тата упракан предприятисен çÿлĕксене 1-%лă столовăй уксусĕпе тасатмалла.

Т.АЛЕКСЕЕВА,

врач-бактериолог.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ