ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Тасалăх та пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2019 15:20 Просмотров: 115

Çуллахи пĕрремĕш кунран шыва кĕмелли тапхăр официаллă майпа уçăлчĕ. Çакăнпа пĕрлех пысăк хăрушлăхлă вăхăт та.

Çынсем çанталăк шăрăхланнăçемĕн шыв-шур хĕрринелле туртăнаççĕ. Анчах хăйсене тимлĕ тытмасан инкеке лекесси те инçе мар. Иртнĕ çулсенче пулнă синкерлĕ тĕслĕхсем те çакна яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Пĕлтерĕшне кура ку ыйту районта уйрăм шутра. Ятарлă йышăну кăларнă, шыва кĕмелли тапхăрта çынсен сыхлăхне тивĕçтерес енĕпе асăрхаттаруллă мероприятисене ирттерме палăртнă. Ялсенче, сăмахран, вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсем пухусенче çынсемпе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен калаçаççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче тата ача-пăча лагерĕсенче те çу тăршшĕпех хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ иртĕ.

Асăрхаттару тĕллевлĕ тĕп ĕçсен шутĕнче пĕвесемпе кÿлĕсене, юханшывсене йĕркене кĕртесси те. Вĕсем çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн инкеклĕ лару-тăру ан кăларччăр. Çавна май хамăр тăрăхра та шыва кĕме палăртнă вырăнсенче – Вурнарка юханшывĕнче тата Кÿлхĕрри кÿллинче – водолазсен ятарлă ушкăнĕ тĕрĕслевсем пурнăçланă. Çăлавçăсем вĕсенчи кану зонисене, çынсем шыва кĕрекен вырăнсене, тĕпне тĕплĕ тишкернĕ. Вурнарка юханшывĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче водолазсен тĕрлĕ кĕленче тата пластик савăтсене, йывăç çÿп-çапне чылай кăларма тивнĕ. Кÿлхĕрри кÿллин тĕпне те, пляж зонинче, тасатса хăрушсăрлăха тивĕçтернĕ.

Кунта пĕрремĕш шыва кĕрекенсем курăнма пуçланă ĕнтĕ. Çавна май Калинино поселенийĕн специалисчĕсем профилактика рейчĕсене тухнă. Вĕсем канакансене, пулăçсене шыв-шур хĕрринче асăрханулăх çинчен манма юраманнине ăнлантарнă, памяткăсем салатнă. Кану хыççăн та тасалăхпа тирпейлĕх хăварма чĕнсе каланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ