Ачасен телейĕ тĕп вырăнта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2019, 15:21 Просмотров: 358

Ачасен савăнăçлă кулли, вĕсем тутă, сывлăхлă ÿсни – чи пысăк телей. Çакăншăн чи мал-танах ашшĕ-амăшĕ явап-лă. Шăпах вĕсем – ывăл-хĕрĕн çутă пуласлăхне никĕс хываканĕсем...

Шăматкун Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов çак сăмахсем кашни ашшĕ-амăшне пырса тивме тивĕççине палăртрĕ. «Аслисен ачисен тулли енлĕ аталанăвĕпе воспитанийĕшĕн пĕтĕм вăя хывмалла», – терĕ вăл.

Ачасен тĕп уявĕ районта яланхиллех анлă иртрĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи паркра кĕçĕннисен канăвне тĕрлĕ вăйă-конкурссем урлă йĕркелерĕç.

Çак кунхи тĕп пулăм шутне, паллах, ачасен пысăк концертне кĕртмелле. Унта районти шкул çулĕчченхи мĕнпур тенĕ пек вĕренÿ учрежденийĕсен, хушма пĕлÿ организацийĕсен воспитанникĕсем хутшăнчĕç. Йĕркелÿçи – Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ.

Районта пултаруллă ачасем нумай. Çакна уяври кашни номер яр уççăн çирĕплетрĕ. Чылайăшĕ тĕрлĕ конкурс-фестивальсенче палăрма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Лăк тулли зал шăпăрлансен юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Чылай коллектив чăвашлăха мала хуни уяв сумне ÿстерчĕ.

Ташшисем те тĕрлĕ енлĕ. Кам чăваш халăх, кам ют халăх хусканăвĕсемпе, теприсем спорт ташшипе тыткăнларĕç. Пĕр сăмахпа, пĕчĕк артистсем пурин кăмăлне те тултарчĕç. Вĕсем хушшинчен «çăлтăрсем» тухас шанăç та пур.

Çак кун çавăн пекех Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ йĕркеленипе çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсен «Ачалăх территорийĕ» фестивалĕ те иртнĕ. Шкул ачисен ушкăнĕсем ун вăхăтĕнче презентацисем кăтартнă, Асăну скверĕнчи монумент умне чечексем хунă, театр квестне хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика