Фестивале хутшăнса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2019, 15:21 Просмотров: 314

Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пуçарăвĕпе март вĕçĕнче обществăлла çĕнĕ проект – «Театральное Приволжье» фестиваль старт илчĕ.

Чăваш енре театр фестивалĕн регионти тапхăрĕн йĕркипе эксперт комиссийĕ шкулсен тата студентсен коллективĕсен постановкисемпе паллашма, вĕсене округри тапхăрта хутшăнма суйласа илме тытăннă.

Комисси ку таранччен Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулти «Театральное домино» студин, ку хулари химипе механика техникумĕн студенткин Дарья Семенован, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Абрикосовый сад» студентсен театрĕн пултарулăхĕпе паллашнă.

Иртнĕ эрнере фестивале хатĕрленсе Шупашкарти 4-мĕш лицейра вырăс драма театрĕн артисткипе, Чăваш Республикин халăх артисткипе Татьяна Яфановапа пултарулăх мастер-класĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче «Театральное Приволжье» конкурса хутшăнакан «Наброски судьбы» спектакль фрагментне кăтартнă.

Фестивале Атăл тăрăхĕнчи 14 регион хутшăнать. Округри тапхăрта çĕнтерÿçĕсене «Чи лайăх спектакль», «Чи лайăх режиссер ĕçĕ», «Чи лайăх актер», «Чи лайăх актриса» номинацисенче палăртаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика