Килти чĕрчунсене юратăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2019, 15:14 Просмотров: 333

Йытă-кушак тытакансен яваплă пулмалла, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 261-мĕш номерлĕ йышăнăвне пурнăçламалла.

Килти чĕрчунсене вăхăтра регистрацилени пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене асаплантарма юрамасть. Йытăсемпе кушаксене хăйсен каяшĕсемпе хваттерсене, пусма площадкисене, лифтсене, путвалсене, пурăнмалли çуртсенчи ытти обществăлла вырăнсене, пĕрлехи картишсене, тротуарсене варалаттармалла мар. Тасамарлăха асăрхарăр-тăк, çийĕнчех пуçтарăр.

Кампурсене ятарласа уйăрнă вырăнсенче уçăлтармалла. Пурăнмалли çуртсенче тата пурте усă куракан вырăнсенче шăплăх хуçаланмалла. Патшалăх ветеринари учрежденийĕсенче тимлекенсем ыйтнипе анчăксемпе кушаксене тĕрĕслеттерме майсем туса памалла.

Енчен те пĕчĕк тусăрсем этеме е выльăх-чĕрлĕхе çыртрĕç пулсан тăхтамасăрах çывăхри ветучрежденине пĕлтермелле.

Астăвăр, пусма площадкисенче, коридорсенче, путвалсенче Кампурпа Мăр-мăра тытма юрамасть. Кĕçĕн тусăмăрсене ача-пăча площадкинче, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен территорийĕсенче тата ытти обществăлла вырăнсенче уçăлтармалла мар. Йытăсене сăмсалăх тăхăнтартса пăявпа илсе тухмалла.

Чĕрчунсем кĕтмен çĕртен вилсен е выльăхсене урнă чир ерме пултарни сисчĕвлентерсен васкасах çывăхри ветстанцие пĕлтермелле. Правилăсене пăссан Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин мерисемпе явап тыттараççĕ..

Владимир Матвеев,

чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен

районти станци пуçлăхĕ.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика