Юбилей тĕлне – чаплă храм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2019, 15:14 Просмотров: 382

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне Раççей Оборона министерствин «Патриот» культурăпа кану паркĕнче Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп храмне – Вознесени храмне çĕк-лесе лартма палăртнă.

Раççей Оборона министрĕ Сергей Шойгу çар генералĕн пуçарăвĕ хамăр çĕршыври çеç мар, ун тулашĕнчи çынсене те килĕшнĕ. Шухăша Раççей Президенчĕ Владимир Путин та, Мускав тата пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл та ырланă.

Храм чаплă пулма тивĕç. 11 пин тăваткал метра яхăн лаптăк çинче вырнаçнăран тата çÿллĕшĕ 95 метртан иртнĕрен вăл Раççейри чи пысăкки пулĕ. Унта пĕр вăхăтра 6 пин çын кĕме пултарĕ. Наци йăлисен çирĕплĕхне символлаканскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне тавăрĕ. Чан вырăнĕ Аслă Çĕнтерÿ юбилейне халалласа 75 метр çÿллĕшĕнче вырнаçĕ, тĕп купол вăрçă вĕçленнĕ çула кăтартса 19 метр та 45 сантиметр сарлакăш пулĕ.

Проект интерактивлă. «Чĕрĕлекен» страницăсенче – храм пирки пĕтĕм информаци. Виртуаллă куçлăхсене пула вара унта халех кашни детале курма май пур. Çĕнĕ технологисем хăй Храмĕнче те пулĕç. Сăмахран, Астăвăм галерейинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 33 миллион участникĕн ячĕсемпе портречĕсене вырнаçтарĕç. Шалта – тĕп панно, микросăнÿкерчĕксен мозаики. Аялта экрансем пулĕç. Вĕсене пула вăрçă участникĕсен биографине, кĕске справкине, вĕсем çинчен информаци тупма май пулĕ. Галерея тăршшĕ те символлă – 1418 утăм, шăпах çавăн чухлĕ кун вăрçă пынă. Храм тавралла музейпа курав комплексне çĕклесе лартĕç.

Храма ниме мелĕпе тума палăртнă. Пĕрремĕш кирпĕче 2018 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче хунă. Çар комиссариачĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем пирки даннăйсене пуçтарма, хатĕрлеме тытăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика