ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Çыхăну çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2019 15:15 Просмотров: 118

Чăвашпотребсоюзăн хамăр республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе вырăна тухса семинар-канашлусем ирттересси ырă йăла пулса тăнă.

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш ен журналисчĕсем Йĕпреç районĕнчи потребительсен обществин ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма тата икĕ енлĕ çыхăнусене çирĕплетес ыйтусене сÿтсе явма пухăнчĕç.

Республикăра кăçалхипе 19-мĕш хут иртнĕ семинара хутшăннисене Йĕпреç çĕрĕ çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов, Раççей Центросоюзĕн Канашĕн членĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Йĕпреç районĕнчи потребительсен обществин Канашĕн председателĕ Ольга Гурьева саламларĕç.

Хăнасем малтанах райпон суту-илÿ комплексне кĕрекен суту-илÿпе обществăлла апатлану, продукци туса кăларас енĕпе тимлекен организацисенче, чĕртавар йышăнакан хатĕрлев пункчĕсенче пулчĕç, вĕсен ĕç-хĕлĕпе журналистсене райпо Канашĕн председателĕ Ольга Гурьева паллаштарчĕ.

«Пельменная» кафе хăйĕн тутлă апат-çимĕçĕпе чапа тухнă, кунта ĕçлекенсем хатĕрлекен пельмень, манты, икерчĕсем апата çÿрекенсене килĕшеççĕ. «Дежурный» магазин халăха апат-çимĕç продукчĕсем сĕнет, мĕн кирли йăлтах пур.

Райпон медицина тата ветеринари препарачĕсем сутакан аптеки те кунтах, ытти аптекăрисемпе танлаштарсан кунта эмелсен хакĕсем палăрмаллах пĕчĕк.

Пĕр çуртра вырнаçнă кондитер цехĕпе пиццери – потребительсен обществин мăнаçлăхĕ, мĕншĕн тесен чăнласах паха продукци хатĕрлеççĕ. «Пиццерия» кафене çамрăксене илĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ, кунта ушкăнпа кану каçĕсем ирттерме меллĕ, апат-çимĕçне çак ĕçре чылай опыт пухнă специалистсем хатĕрлеççĕ.

Кондитер цехĕнчи хальхи йышши оборудовани тем тĕрлĕ пылак çимĕçсем хатĕрлеме те май парать. Пулă цехĕнче пулса курма та интереслĕ пулчĕ хăнасене.

Йышăнупа хатĕрлев пунктĕнче те ĕç вĕресе тăрать, ачасемпе кукамăшĕсем, асламăшĕсем эмел курăкĕсем пухса килнĕ. Пунктра хаклă чĕртавара типĕтмелли, упрамалли условисем çителĕклĕ. Кунсăр пуçне кивĕ хут, картон йышăнаççĕ. Кĕркунне çĕрулми, ытти пахча-çимĕç йышăнма пуçлĕç.

Унтан канашлу участникĕсем Кĕлĕмкассинчи суту-илÿ магазинĕпе хатĕрлев пунктĕнче пулса тавар туянакансен ыйтăвĕсене мĕнлерех тивĕçтернипе паллашрĕç. Ял халăхне хушма хуçалăхне аталантарма пулăшас тĕллевпе кунта чăх-чĕпсемпе кăвакалсем сутассине йĕркелесе янă, вĕсене ÿстерме кирлĕ апатне те, тыррине те кÿрсе параççĕ.

Семинарăн тепĕр пайĕ районти «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн редакцийĕнче иртрĕ, хаçатçăсемпе суту-илÿ ĕçченĕсем пĕрле икĕ енне те хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Константин Алимасов тĕп редактор пичет изданине вулакансем хушшине ытларах сарма, çырăнтарăва ăнăçлăрах йĕркелеме пулăшакан меслетсен эффективлăхĕ пирки сăмах пуçарчĕ, хăнасен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Участниксем Йĕпреçри çăкăр заводне те çитсе курчĕç. Алексей Григорьев директор предприяти тăрăх кăтартса çÿрерĕ, хăнасене кунта юлашки çулсенче ĕçе кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.

Хăнасем Йĕпреçри уçă пĕлĕт айĕнчи этнографи музейĕнче те, Экономри «Хăтлă картиш» кану базинче те пулса курчĕç.

Потребкооперацие республикăри массăллă информаци хатĕрĕсемпе тытакан ĕçлĕ çыхăну никĕсĕ çинче аталантарассипе çыхăннă ыйтăва юлашкинчен пĕрлехи канашлура пăхса тухрĕç. «Çавра сĕтел» калаçăва Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ыттисем хутшăнчĕç. Чăваш енри потребительсен союзĕ хăйĕн предприятийĕсемпе организацийĕсене аталантарса пынипе пĕрлех массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнса ĕçлессине те кун йĕркинчех тытать. Ку вара икĕ еншĕн те усăллă.

Светлана БЫКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ