ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Акатуй юрларĕ, çĕр ĕçченне мухтарĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2019 15:15 Просмотров: 56

Çĕр ĕçченĕшĕн çурхи ака тапхăрĕ çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те мĕнпур ĕçе вĕçлесе вăл ыттисене те пысăк уява – Акатуйне – пуçтарма пултарчĕ.

Чăваш халăх йăлисем манăçманнине районта çулсерен иртекен Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ аван çирĕплетет. Хальхинче те вăл аваллăхпа хальхи вăхăта тачă çыхăнтарса тулăх та хаваслă иртрĕ.

Хамăр йăхташăмăрсен пурнăçне уяври тĕрлĕ самант тавăрчĕ. Районти культура çурчĕсен ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене сăнларĕç, ташă çаврине тăчĕç. Ял поселенийĕсем йĕркеленĕ Хăнасен картишĕнчи сĕтелсем чăвашсен апат-çимĕçĕпе илĕртрĕç.

Театр çулталăкĕ пулнă май, кăçал Акатуйĕнче юмах персонажĕсене нумай курма тÿр килчĕ. Хăнасем пурте вĕсем йĕркеленĕ «чĕрĕ коридор» витĕр тухса чăвашсен йăли-йĕркипе çăкăр-тăвара, килти сăрана тутанчĕç. Сцена çинчен çĕр ĕçченĕн гимнĕ янăрарĕ. Акатуй ялавĕ вĕлкĕшме тытăнчĕ, кăçал ăна «Янгорчино» хуçалăхăн доярки Алевтина Тарасова тата «Мураты» хуçалăхăн водителĕ Олег Петров çĕклерĕç.

Уява район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов салам сăмахĕсемпе уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев мĕнпур йывăрлăха пăхмасăр вăрнарсем Акатуя туллин пурнăçланă тивĕçпе кĕтсе илнине палăртрĕ. Ку çуркунне пĕтĕмпе 20450,3 гектар çĕре шуратнă. Вăл шутра çуртрисем 14299,4 га, техника культурисем 1913,6 га, çĕрулми 406 га, тĕшĕлĕх кукуруза 500 га, апатлăх кукуруза 1966 га. Кĕрхисене 4238 га çинче (68,4 проценчĕ) тепĕр хут акнă.

Леонид Григорьевич районăн мĕнпур отраслĕнчи çитĕнÿсене асăнчĕ, мĕнпур ĕçчене экономика çĕкленĕвне тÿпе хывнăшăн тав турĕ. Пилĕк уйăхра, акă, ял хуçалăхĕнче кăна мар, промышленноçра та производство кăтартăвĕсем ÿснĕ.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов та ял ĕçченĕсене ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламлă телеграммине çитерчĕ. Ял çыннисене пулăшма йышăнакан мерăсем пирки каларĕ.

Вăрнарсене уявпа çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн пулăшуçи Рифкат Киметов, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн председателĕ Андрей Суварин, Пушкăртстан Республикин Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культурин автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев, ыттисем саламларĕç. Район çыннисем патне Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн, ЧНК председателĕн Николай Угасловăн саламĕсене çитерчĕç.

Районта пурăнакан чи ĕçчен çынсем Акатуй сцени çине хăпарма тивĕçрĕç. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ферма заведующине Гермоген Исакова тата кăлпасси цехĕн формовщицине Ирина Иванована «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пачĕç.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине «Мураты» хуçалăхăн столовăйĕн ертÿçи Эльвира Арсентьева, «Победа» хуçалăх тракторисчĕ Вениамин Давыдов тата механикĕ Лев Семенов, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх тракторисчĕ Андрей Осипов, «Янгорчино» хуçалăх доярки Алевтина Тарасова илчĕç.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотипе «Вурнарская» МСО» специализациленнĕ застройщикăн директорĕн çумне Юрий Сандомирова чысларĕç.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине илнисем, Хăмăшри культура çурчĕн худрукĕ Галина Блинова, Аçăмçырминчи ял библиотекин библиотекарĕ Надежда Михайлова, Тавне – район администрацийĕн культура пайĕн специалист-эксперчĕ Татьяна Федорова, Кушар Юнтапари культура çурчĕн ертÿçи Александр Иванов.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Елизавета Григорьева, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ветеринари санитарĕ Виталий Иванов, аш-какай тушкисене тирпейлекен Зоя Иванова, «Агрохмель» агрофирма тракторисчĕ Николай Козлов, «Санары» агрофирма тракторисчĕ Николай Никандров, «Мураты» хуçалăх водителĕ Олег Петров тата доярки Ираида Сергеева.

Чăвашпотребсоюз Кана-шĕн Хисеп хучĕсене Калинино райповĕн бухгалтерĕ Любовь Ямщикова, ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Владимир Быков, Хирпуç лавккин ертÿçи Роза Тихонова, «Восточный» лавкка сутуçи Ирина Федорова тивĕçрĕç.

Ĕçре уйрăмах палăрнисене çавăн пекех район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Л.Черкесовăн, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Яковлевăн Тавĕсемпе чысларĕç. Ял хуçалăх отраслĕнче тимлекенсене «Ял территорийĕсене тăнăçлă аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа пурнăç условийĕсене лайăхлатма сертификатсем пачĕç. 

Акатуй программи пултарулăх номерĕсемпе те, спорт мероприятийĕсемпе те пуян пулчĕ. Футбол енĕпе Акатуй Кубокне «Гвардеец» команда çĕнсе илнĕ. Вăл финалта «RAZOOM» командăпа тĕл пулнă, ăна 6,0 шутпа çĕнтернĕ. Ирĕклĕ кĕрешÿ спортсменĕсене те сумлă «чĕрĕ» парне кĕтрĕ. Такана пултаруллă каччă Никита Львов çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов Раççей турнирĕсен çĕнтерÿçисене Лариса Михайлована тата Екатерина Кошкинана Тав хучĕсемпе тата спонсорсем кÿнĕ укçан парнепе чысларĕ. Турнира ирттерме Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ пулăшнă. Волейболра арçынсенчен поселок, Малти Ишек тата Хурăнсур Çармăс командисем, хĕрсем хушшинче Вăрнар, Ершепуç тата Çавалкас командисем мала тухрĕç. Кире пуканĕ йăтассипе чи маттурри Олег Леонтьев, армспортра – Алексей Семенов тата Валентина Иванова.

Вăрнарсем тĕрлĕ куравсене пăхса киленчĕç, творчество площадкисенче хăйсем мĕн те пулин ăсталама пултарчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ