Пăртассем – иккĕмĕшсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2017, 14:39 Просмотров: 608

 «Волна» ача-пăча сывлăх лагерĕн территорийĕнче республикăри çамрăк экологсен слечĕ иртрĕ. Унта район чысне Пăртас шкулĕнче вĕренекенсем – «Экодозор» экологи пĕрлешĕвĕн членĕсем хÿтĕлерĕç.

Виçĕ кун хушшинче çамрăк экологсем тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç: экологин тĕрĕслевĕпе турист маршрутне чупса тухрĕç, экологи сукмакĕпе экскурси йĕркелесе ирттерчĕç, стена хаçачĕ кăларчĕç тата ытти ĕçсене пурнăçларĕç.

«Экодозор» вăрманпа тата улăх-çаранпа çыхăннă пĕлĕве лайăх кăтартса пачĕ. Команда 2-мĕш вырăна тухрĕ. Ку конкурсра В.Сергеева тата А.Ключникова тăрăшрĕç. Экологи турист маршрутĕнче те «Экодозор» 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Кунта П.Кириллов, А.Егоров тата А.Никитин палăрчĕç. Пултарулăх конкурсĕнче – стена хаçачĕ  кăларассинче 1-мĕш вырăна тухрĕç. А.Галкина тата Г.Петрова хаçата пуринчен лайăх калăпларĕç.

Пăртассем спорт ăмăртăвĕнче те малта пулчĕç. П.Кириллов тăршшĕне сикессипе 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çивĕч кĕрешÿре «Экодозор» 2-мĕш вырăна тухрĕ. Командăна ÿлĕмрен те ăнăçу сунас килет.

Татьяна ПЕТРОВА,

пĕрлешÿ ертÿçи.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика