Чарусене уяни хăрушлăха сирет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:40 Просмотров: 324

Кирек мĕнле ÿсĕмри çын çуллана чăтăмсăррăн кĕтет. Отпуск, çутçанталăк ытамĕнчи кану – епле ырлăх. Нумайăшĕ пахчасемпе дачăсенче тăрмашма кăмăллать.

Анчах çак канлĕ те ырă вăхăтра тимлĕх çинчен манни те сайра мар. Çуркунне тата çулла хуçисем çÿп-çапа, типĕ курăка чĕртнипе çуртсем, хуралтăсем, дачăсем çунаççĕ.

Аса илтеретпĕр: пушара хирĕçле йĕркен правилисемпе килĕшÿллĕн, çуртсемпе сооруженисем хушшинчи вырăнта материал, хатĕр-хĕтĕр тата савăт-сапа хума, транспорт тăратма, çурт-хуралтăсем вырнаçтарма, кăвайт чĕртме тата хытă каяшсене çунтарма юрамасть.

Кунсăр пуçне, шăрăх тата çиллĕ çанталăк тăрсан, пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăхăтĕнче поселенисемпе хуласен, сад-пахча тата дача пĕрлешĕвĕсен территорийĕсенче, предприятисенче кăвайт хума, хăш-пĕр участоксенче хăрушлăх кăларакан ĕçсем ирттерме, кăмакасем хутма, котельнăйсене ĕçлеттерме чарусем кĕртеççĕ.

Пушара хирĕçле уйрăм йĕрке тапхăрĕнче пăхăнмалли правилăсем ансат. Çынсем çуртсемпе сооруженисем хушшисене, вĕсем çумĕнчи çĕрсене çунакан çÿп-çапран, ÿкнĕ çулçăсенчен вăхăтра тасатса тăма, типĕ курăка çулма тивĕçлĕ. Уйрăм çуртсенче пурăнакансен е дача хуçисен кашни çурт çумĕнче шыв тултарнă савăт е огнетушитель тытмалла. Мунча хутнă чух кăмакана асăрхавсăр хăвармалла мар, ăна ачасене пăхма та ан хушăр. Кăмакасене бензинпа, краççынпа, топливăпа, çунакан ытти шĕвекпе тивертме вуçех юрамасть. Чартакри тĕтĕм çулĕсен тăрписене тата стенасене шуратмалла – шăтăк-çурăксем тÿрех курăнччăр. Урамра е ытти вырăнта пăрахнă кĕленчесем, кантăксем те хăрушă – хĕвел пайăркисене пухса вĕсем çулăм кăларма пултараççĕ.

Тирексем чечек кăларнă вăхăтра инкек тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çавăнпа та тирек мамăкĕ пухăнакан вырăнсене, уйрăмах йывăç çурт-хуралтăсем çывăхĕнче, пĕрмаях тасатмалла тата шывпа сапмалла. Ачасемпе çамрăксене ăна чĕртсе алхасма юраманнине асăрхаттарăр.

Хушма хуçалăхсен, çуртсен, дачăсен территорийĕсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессишĕн хуçисем яваплă. Пушара хирĕçле уйрăм йĕрке тапхăрĕнче правилăсене пăснăшăн яваплăх тата çирĕпрех. Граждансене 2000–4000 тенкĕ, должноçри çынсене 15000–30000 тенкĕ, юридици сапачĕсене – 400000–500000 тенкĕ штраф хураççĕ.

А.ПЕТРОВ,

асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика