Асăрханулăх кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:41 Просмотров: 335

Тĕпрен илсен, ачасем аманни-суранланни е вĕсем вилни тĕрлĕрен инкекпе е ашшĕ-амăшĕ (саккунлă ытти представителĕсем) асăрхаса çитерейменнипе çыхăннă. Çулла ачасем каникула кайнă май хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тата вĕсене хирĕçле преступленисене асăрхаттарасси уйрăмах çивĕч тухса тăрать.

Инкеклĕ тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ – шыв-шурта путни, килте пĕччен юлнăскерсем нумай хутлă çуртсен чÿречисенчен ÿкни, вут-çулăмран тухайманни тата ытти.

РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ тишкернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнинчен, акă, пĕвесемпе юханшывсенче çула çитменнисенчен ытларах чухне 2–4 çултисем путса вилни курăнать. Вĕсем аслисемсĕрех хăйсем пурăнакан вырăнсемпе çывăх шыв-шур объекчĕсем çывăхне пынă, ишме пĕлменскерсем шыв айне кайнă. Çавăнпа та следстви управленийĕ ашшĕ-амăшне, ачасене пăхакан ытти çынсене пĕчĕккисене çеккунтлăха та тимлĕхрен кăларма юраманнине аса илтерет. Шыв-шур хĕрринче, аслисем пĕрле пулсан та, ачасене сăнасах тăмалла, ятарлă вырăнта кăна ишме ирĕк памалла.

Юлашки çулсенчи тепĕр япăх кăтарту – пĕчĕкскерсем (1–5 çултисем) нумай хутлă çуртсен чÿречисенчен тухса ÿкни. Ытларахăшĕ – сĕтел-пукан е теттесем тăрăх чÿрече янахĕ çине хăпарнă та москит сеткисем çине тайăннă. Çавăнпа чÿрече уçнă пÿлĕмре ачасене хăйсем тĕллĕн хăварма, вĕсем тăрăх хăпарасран çывăхра сĕтел-пукан вырнаçтарма юрамасть. Чÿречесем çине вара блокировка хатĕрĕсем ларттармалла. Следстви управленийĕн ĕçченĕсем хистесех ыйтаççĕ: уçă чÿречере ачана куртăр-тăк, аякран ан иртĕр. Эсир унăн пурнăçне çăлса хăварма пултаратăр – тÿрех пулăшу службисене шăнкăравлăр.

Ачасем пушарсенче шар курасси те ытларах чухне вĕсем асăрхавсăр юлнинчен пуçланать. Шăрпăксем, зажигалкăсем е çулăм кăларакан ытти япаласем пĕчĕккисем çитмелле выртмалла мар. Электричество тата газ оборудованийĕ çывăхне пыма, хăйсен çутма юраманнине те ăнлантармалла.

Ачисемпе амăшĕсене сĕрĕмпе наркăмăшланнипе больницăна илсе килнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ. Инкек тухнă хваттерсенче пуринче те – шыв ăшăтмалли газ хуранĕсем. Хуçисем ятарлă организацисемпе килĕшÿ тума хирĕçленĕрен оборудование кулленхи техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаççĕ.

Вентиляци тата тĕтĕм каналĕсем йĕркеллĕ туртманнипе, сывлăш кирлĕ пек çаврăнманнипе пÿлĕмсене сĕрĕм тулать. Шыв ăшăтмалли приборсемпе хупă чÿречепе усă курни, тĕтĕм çулĕсем тулса ларни, гарнитурсемпе хупланăран вĕсене тасатма май çукки те лару-тăрăва кăткăслатать. Кухньăра алăк çукки вара наркăмăшлă хутăшсене пурăнмалли ытти пÿлĕмсене хăвăрт сарăлма «пулăшать».

Интернетпа çыхăннă çула çитменнисене хирĕçле арлăх преступленийĕсем çырăнас хăрушлăх та пур. Ачасем, ăс-тăн çирĕпленменнипе, интереслĕ пулнипе, çынна куçа-куçăн курмасăр хутшăннăран хăрушсăрлăх туйăмне çухатнипе социаллă сетьсенче палламан çынсемпе паллашаççĕ, ясар-аскăнчăк паллиллĕ калаçăва çăмăллăнах кĕрсе каяççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хĕрĕсемпе ывăлĕсене çакăн хăрушлăхне, усал ĕç тума хистекенсем, хăратакансем çинчен тÿрех пĕлтермеллине ăнлантармалла.

Тĕрĕссипе, ачасемпе çамрăксем Интернет сетĕнче, пурте курмалла, хăйĕн çинчен мĕнпур информацие (çав шутра – сăнÿкерчĕксемпе видеосене, ăçта пурăннипе вĕреннине те) вырнаçтарни, такамсене «юлташа илни», хăйĕн пурнăçĕн онлайн-трансляцине кăтартни ним тума та кирлĕ мар.

РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕнче талăкĕпех «Ача хăрушлăхра» тÿрĕ телефон линийĕ ĕçлет. Телефонĕсем – 8(8352)624-657 е 123 (мобильлĕ телефонран). Унта килнĕ кашни шăнкăравпа тĕрĕслев йĕркелеççĕ, кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Официаллă сайтра ятарлă памятка та пур, унта ачасене хăрушлăхра хăйсене мĕнле тытмаллине, ашшĕ-амăшĕн çула çитменнисене хирĕçле преступленисем пирки информацие пĕлсен мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарнă.

Районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика