Ачасем тимлĕхре пулччăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:41 Просмотров: 322

Ача-пăча аманса суранланасси нумай чухне кантăк ванчăкĕсемпе, туратсемпе ал-урана кастарнипе, шăрпăк кĕр-се ларнипе, велосипедпа, самокатсемпе, чуччу-карусельсемпе ярăннă чухне аманнипе çыхăннă.

Çĕртен кăнтарса тăракан тимĕр япаласем, тункатасем, çул çинчи путăксем те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Килте ачасем вĕри плитаран, апат-çимĕçрен, утюгран, уçă çулăмран, электроприборсенчен пиçсе кайма пултараççĕ. Тепĕр чухне кравать е ытти çÿллĕ çĕртен ÿкни те инкек патне илсе çитерет. Вĕтĕ шăрçасене, тÿмесене, гайкăсене çăтса яни тĕл пулать. Çăвакан шĕвексене, отбеливательсене, кунашкал ытти япаласене кĕçĕннисенчен аяккарах тытни вырăнлă.

Ачасене кантăк ванчăкĕсем тытассинчен асăрханма вĕрентмелле, мĕншĕн тесен унпа суранланни юна микробсем ертет. Çĕçĕсем, лезвисем, хачă кĕçĕннисем тытмалла мар вырăнта выртмалла.

Медикаментсене, кислотасене, наркăмăшлă ытти сиенсене апат-çимĕç кĕленчисенче упрани те инкек патне çитерме пултарать. Аслисем валли кăларнă эмелсем ачашăн питех те хăрушă.

Электророзеткăсене пÿрнесене е мĕнле те пулин япаласем чикни те хытах суранлама е вĕлерме пултарать.

Хĕвел çинче асăрхануллă пулмалла. Шăрăх çанталăк организма вăйлă сиен кÿме пултарать. Çавăнпа та кĕçĕннисене çутă тĕслĕ, çÿхе, сывлакан япаласем тăхăнтартсан аван. Куçсене тĕттĕм куçлăхпа хупламалла. 12–16 сехетсенче урама илсе тухмасан аванрах. Тула тухиччен 20–30 минут маларах ача ÿчĕ çине хĕвелтен хÿтĕлекен крем сĕрмелле. Хĕвел çинче вăрах вăхăт пулмалла мар. Шыв ытларах ĕçмелле. Вăхăтран вăхăт пите йĕпетнĕ сăмса тутрипе шăлса илсен, ăшă душ кĕртсен аван.

Чи пысăк хăрушлăх – çулсем. Çавăнпа та урамра ачасене асăрхавсăр хăварма юрамасть, çул-йĕр правилисене астутарсах тăмалла. Велосипедпа, роликлă конькисемпе ярăннă чухне те тимлĕх кирлĕ – ачасем автомобиль çулĕсен çывăхĕнче ан ярăнччăр.

Физкультура упражненийĕсене тунă чухне те асăрхануллă пулмалла. Паллах, ачасем инкеке лекни нумай чухне вĕсен пысăк хускаласлăхĕпе, темĕн те пĕр пĕлес килнипе, опыт çуккипе, çавăнпа та хăрас туйăм çуккипе çыхăннă. Аслисен пулма пултаракан инкексем пирки асăрхаттарсах, ачасене вĕсенчен сыхласах тăмалла. Кун пек чухне вĕсене хăратмалла мар, пачах урăхла – харпăр хăйне тĕрĕс тытсан хăрушлăха сирме пулнине ăнлантармалла.

Елена МИНАЕВА,

район тĕп больницин медицина психологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика