Проект йĕркипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:42 Просмотров: 332

Районта «Юристсем–халăха» проект туллин пурнăçа кĕрет. Ăна пуçарнăранпа чылай çын хăйне хумхантаракан ыйтупа консультаци пулăшăвĕ илме пултарнă.

Ун йĕркипе, акă, район администрацийĕнче черетлĕ «Уçă алăксен кунĕ» иртнĕ. Унта район çыннисене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтăва хускатнă. Ыйтусемпе килнисене район администрацийĕн йĕркелÿ, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Марина Павлова, Людмила Белоусова нотариус, халăха социаллă тивĕçтерÿсем паракан центр директорĕ Людмила Николаева йышăннă.

Пулăшу кирлĕ граждансен ыйтăвĕсем, тĕпрен илсен, çурт-йĕр саккунĕсемпе, еткере куçарассипе, опекунство çирĕплетессипе тата ыттипе çыхăннă. Кашнинпе консультацисем панă, вĕсене татса памалли мелсене ăнлантарнă.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика