Пĕр ывăç Астăвăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:44 Просмотров: 315

Июнĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри «Пĕр ывăç Астăвăм» çарпа патриотизм акцине хутшăнать.

Ун йĕркипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вилнĕ салтаксен вилтăприйĕ çинчи çĕре илсе ятарлă контейнерсене – «салтак енчĕкне» – хураççĕ. Хыççăн çĕре артиллери снарячĕн гильзине тултарса Раççей Хĕçпăшаллă Вăйсен Тĕп храмĕн историпе мемориал комплексне вырнаçтараççĕ.

Акци Раççейĕн мĕнпур субъектĕнче иртет. Çавăн пекех – пирĕн республикăра та. Шупашкарта мероприяти 12 сехетре Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванлăх масарĕнче пулать.

Çакнашкал мероприятие республикăри вунтăватă муниципаллă пĕрлĕхре те ирттерме палăртнă. Вăрнар районĕнче вăл паян пулать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика