Хастар ĕçлекен – хисепе тивĕçекен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2019, 16:45 Просмотров: 301

Этемлĕхĕн черченкĕ çурри йăха тăсакан кăна мар, хуçалăх тĕрекĕ те. Хăмăшри Галина Николаевна Козлова ырă тĕслĕх кăтартать, «Броневик» хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать.

Кăçал çамрăк специалист техник-осеменаторсен районти конкурсне пĕрремĕш хут хутшăнчĕ, çапах та ырă ята тивĕçрĕ. Сумлă жюри членĕсенчен пĕри – ăратлăх енĕпе тимлекен «Чувашское» организацин биотехнологи пайĕн пуçлăхĕ Леонид Решетников – Галина Козлова хăйĕн профессийĕнче чăн ăста пулнине палăртрĕ. Теори ыйтăвĕсене хуравлассипе те, практика ĕçĕнче те Галина Николаевна çирĕп пĕлÿ кăтартрĕ. Хастар техник-осеменатор çамрăк конкурсантсем хушшинче чи пысăк балл пухма пултарчĕ.

Галина Козлован пурнăç девизĕ – «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр». Повар-кондитер профессине алла илнĕскер яваплăрах ĕçе кÿлĕнме шикленмен. Шăпине тăван хуçалăхпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕрен Галина Николаевна техник-осеменатора вĕренсе тухнă.   Виççĕмĕш çул ĕнтĕ шанса панă ĕçе тÿрĕ те таса кăмăлпа пурнăçлать, семинар-канашлусене хутшăнса пĕлĕве тарăнлатма тăрăшать.

Галина Козлован кил хуçалăхĕ çирĕп. Мăшăрĕпе пĕрле – çак кооперативрах сварщикре тимлекен Михаил Валерьяновичпа – карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Сăпайлă хĕрарăм мухтанма юратмасть. «Виçĕ ĕне кăна усратпăр»,– терĕ вăл. Ашшĕпе амăшне кура ачисем те ĕçчен. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ăс панине асрах тытаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма утă-улăм çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика