ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Юратнă ĕç телей кÿнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2017 14:42 Просмотров: 220

Чăрăшкас Хирлепри Леонтий Семенов мĕн ачаран выльăх-чĕрлĕхе юратнă. Вĕсене кăмăлтан пăхнă. Ашшĕ конюхра ĕçленĕ те – каникул кунĕсенче лашасенчен уйрăлма пĕлмен: симĕс курăк çинче çÿретнĕ, вăхăтра шăварнă.

– Эпĕ Чăрăшкас Хирлепре çут тĕнчене килнĕ. Çиччĕмĕш класа ялти шкулта пĕтертĕм. Хыççăн Нурăса мар, Элĕк районĕнчи Ассакасси шкулне çÿреме пуçларăм. Çулĕ инçерехчĕ паллах. Кашни кун çуран утма тиветчĕ. Çумăр çăвать-и е çил-тăман вĕçтерет – ăна-кăна уяса тăман, шкула кайнă. Маншăн вырăс чĕлхи йывăрччĕ, ытти предметсене вара çăмăллăнах парăнтараттăм. Ассакасси шкулĕнче виçĕ çул ăс пухрăм. Алла аттестат илсен малалла вĕренесси пулмарĕ, вырăнти «Строитель» колхоза ĕçе вырнаçрăм. Уй-хирте, йĕтем çинче тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Вăй-халĕ çăлкуç пек тапса тăратчĕ те – ÿркенсе тăман. Хĕлле вăрман касма та кайнă. Икĕ çултан Калининăри училищĕне кайрăм, электромеханика вĕренме пуçларăм. Практикăна Владимир облаçне ячĕç, ялсене электричество кĕртес ĕçе хутшăнтăм, – терĕ Леонтий Семенович.

Специальность илсен ялта тĕпленме шутланă, колхозри электростанци ĕçне кÿлĕннĕ. Хĕлле хăма çурмалли рамăна, çулла йĕтем çинчи сортировкăсене ĕçлеттерме тивнĕ.

– Çав вăхăтра мана малалла вĕренес шухăш канăçсăрлантарчĕ. Çавăнпа кĕнеке нумай вулама пикентĕм. Библиотекăран тĕрлĕ литература илеттĕм. Çурçĕр çитиччен те алăран кĕнеке вĕçертмест-мĕн тепĕр чух. 1963 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтне кайса заявлени патăм, экзаменсене ăнăçлă тытрăм та зоотехника вĕренме пуçларăм. Куллен ăс-хакăла пуянлатрăм. Студент çулĕсем интереслĕ çав, пилĕк çул хăш самантра хыçа юлнине те сисеймерĕм. Мухтанать тесе ан шутлăр, тăрăшса вĕренни сая каймарĕ, института хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм, – кăмăллăн калаçрĕ Леонтий Семенов.

Аслă пĕлÿллĕ специалистăн яла таврăнма май килмен, направленипе ăна Мари Республикине янă. Хирĕçлесе тăмалли çук – каймалла. Пĕр районти патшалăхăн ăратлăх станцийĕнче кĕтсе илнĕ çамрăка. Тĕп зоотехник тивĕçне шанса панă. Малтанхи вăхăтра аслă юлташĕсенчен нумай вĕреннĕ, вĕсен ăсталăхне ăса хывнă. Кăшт опыт пуçтарсан, виçĕ çултан, «Илем» совхоза куçнă. Кунта та выльăхсенчен уйрăлман.   

– Пĕр çулхине яла отпуска килсен институтра пĕрле вĕреннĕ юлташа тĕл пултăм. Вăл мана тăван тăрăха таврăнма сĕнчĕ, колхозра ĕç пуррине те пĕлтерчĕ. Отпуск вĕçленсен каялла тухса кайрăм, ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çыртăм. Темле ыйтсан та çийĕнчех ямарĕç, виçĕ уйăх ĕçлеттерчĕç. Хыççăн кăна хамăр тăрăха килсе «Строитель» хуçалăхра зоотехника вырнаçрăм. Çапла вара ĕç биографине тăван районта малалла тăсрăм, – иртнине куç умне кăларчĕ Леонтий Семенович.

Кайрантарахпа «Октябрь» хуçалăх туса хунă. Унта та зоотехник тивĕçне туллин пурнăçланă. Колхоз вăхăт иртнĕçемĕн пайланнă. Унчченхи «Строитель» ята тавăрсан Л.Семенова халăх ертÿçĕ тилхепине тыттарнă. ,çĕ яваплă пулин те тĕрлĕ йывăрлăха хыçа хăварса пынă, нихăш енĕпе те кая юлман. Ял çыннисемпе кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Виçĕ çултан хăй ирĕкĕпе председатель ĕçне пăрахнă. Телейĕ юнашарах çÿренĕ-ши, Вăрнарти патшалăхăн ăратлăх енĕпе ĕçлекен пĕрлешĕвне чĕнсе илнĕ.

– Район центрне тăхăр çул çÿрерĕм. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен ĕçе велосипедпа кайнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан хам вырăна çамрăксене хăварас терĕм. Мĕн каласси пур, институт хыççăнхи пурнăçăн ытларах пайне йăлтах выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтартăм, – пĕлтерчĕ Чăрăшкас Хирлеп çынни.

Л.Семеновăн икĕ хутчен авланма тивнĕ. Пĕрремĕш мăшăрĕ Люба 42-ре чире пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ăна сыватассишĕн Мускава та çитнĕ, анчах та çăлса хăварма май килмен. Кил хуçи виçĕ ачапа тăрса юлнă. Вăл вăхăтра асли 18 çулта, кĕçĕнни 5-ре пулнă. Икĕ çул пĕчченех ачисене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. Шăпа арçынна Авăрçырминчи Людмилăпа тĕл пултарнă. Пĕрлешнĕ те – пурăнса кайнă. Мăшăр икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Паянхи кун та пĕр-пĕрне килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Ялта выльăхсăр мĕнле кун ирттерĕн? Семеновсем пĕр ĕнепе тăватă качака тата тепĕр пăру тытаççĕ. Леонтий Семенович 77-ре пулин те çу кунĕсенче мотоблокпа курăк çулать, ăна уйран турттарса килет. Чăн та, канмалли кунсенче ачисем те килсе пулăшаççĕ. Мăшăр ĕçе тĕплĕ, васкамасăр тума хăнăхнă.

– Пире темех кирлĕ мар, халĕ ачасемшĕн пурăнатпăр. Паллах, хамăра упрама тăрăшатпăр. Пурнăç тăсăмĕ хусканупа çыхăннине лайăх пĕлетпĕр, çавăнпа вăхăта ларса ирттерместпĕр, – терĕ Л.Семенов.

Çулĕсем пур пулсан та сывлăх енчен çирĕп, хăйне лайăх туять.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ