Пурнăçа хаклар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.06.2019, 15:01 Просмотров: 333

Пĕтĕмĕшле чирсем мар, халăха ытларах чухне «симĕс çĕлен» ураран ÿкерни вăрттăнлăх мар. Хамăр районтах, акă, алкогольпе наркăмăшланни сывлав органĕсен тата чĕре-юн тымарĕсен чирĕсемпе тан пурнăçран уйăракан тĕп сăлтав пулни паллă.

Шел те, Вăрнар районĕ çынсем тулашри сăлтавсенчен вилессипе республикăра чи малта пырать. Çын шучĕ хăй хальлĕн пысăкланасси пирки те калаçма иртерех-ха. Кăçалхи пилĕк уйăхри кăтартусем те савăнтармаççĕ: çак тапхăрта 95 ача çуралнă пулсан, 243 çын пурнăçран уйрăлнă.

Ку ыйтăва хамăр хаçатра пĕрре мар хускатнă. Тулашри сăлтавсен çулталăкри, кварталти, çур çулти тишкерĕвĕсем те тăтăшах кун çути кураççĕ. Халĕ те вирлĕн калаçма сăлтавĕ пур – çемьесене кÿнĕ хуйхăллă тĕслĕхсен проценчĕ пысăк – 17-е яхăн. Пилĕк уйăхра, акă, тулашри сăлтавсенчен 70 çын вилнĕ, вăл шутра 17-шĕ – ĕçлес ÿсĕмрисем, пĕр çамрăк тата пĕр ача.

Ял поселенийĕсемпе илес пулсан кăтарту уйрăмах Пăртас ял поселенийĕнче пысăк. Пилĕк тĕслĕхрен пĕри çын путнипе, пĕрер сывлав çулне урăх япала лекнипе тата асфиксипе (сывлăш пÿлĕннипе, ытларах – çакăннипе), икĕ çын шăнса вилнипе çыхăннă.

Тулашри сăлтавсенчен чи анлă сарăлни – асфикси: вунă тĕслĕхрен Пăртассăр пуçне Вăрнар хула поселенийĕнче тăваттă, Упнер, Мăн Явăш, Ярмушка, Кĕçĕн Кипек тата Хирпуç ял тăрăхĕсенче пĕрер çырăннă.

Иккĕмĕш вырăнта – сывлав çулĕсене ют япала лекни. Ку сăлтава пула Мăн Турхан, Мăн Явăш, Пăртас, Кульцав, Уйкас Кипек, Шĕнер Ишек ял тăрăхĕсенче пĕрер, Çĕрпел ял тăрăхĕнче икĕ çын вилнĕ.

Сурансене пула ултă çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă: Упнер, Малти Ишек, Кĕçĕн Кипек, Уйкас Кипек (çул-йĕр инкекĕ) ял тăрăхĕсенче.

Санарпуç ял поселенийĕнчи пĕр çыннăн пурнăçĕ паллă мар спирт шĕвекне ĕçнипе татăлнă, Çавалкас тăрăхĕнче пĕр çын эмелпе, Вăрнарта икĕ, Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнче пĕр çын газпа, Вăрнарта тата Мăн Турхан тăрăхĕнче пĕрер çын паллă мар япалапа, Аçăмçырми тата Хирпуç тăрăхĕсенче пĕрер çын этанолпа наркăмăшланнă.

Тăваттăн шăнса вилнĕ: Малти Ишек (1), Пăртас (2), Калинино (1) ял тăрăхĕсенче...

Паллах, çак инкексем пĕри те пулмасан пултарнă – харпăр хăй асăрхануллă пулнă пулсан, çывăх çынсем çинчен шутланă, алла черкке тытман, вăрçман-çапăçман пулсан. Мĕн чухлĕ «пулсан»... Тĕрлĕ чиртен сипленессипе пĕрлех шухăшлава сыватассине те тĕп вырăна хумалла мар-и;..

Раççей статистики телехыпарлавра çĕршывра тулашри сăлтавсенчен çын вилни 1980 çултанпа пĕлтĕр чи пĕчĕкки пулнине пĕлтерчĕ% 100 пин çын пуçне 89 вилекен. Пирĕн республика 31-мĕш вырăнта. 2017-мĕшĕнче тăххăрмĕш йĕркере пулнă.

Вăрнарсем, шел те, çак кăтартăва хальлĕхе каялла туртаççĕ. Вилĕмсен пысăк пайĕ халăх алкогольпе ытлашши иртĕхнипе çыхăннă. Тулашри сăлтавсенче кăна мар, çын вилнин пĕтĕмĕшле тытăмĕнче те ун «йĕрĕ» пур. Юн-тымар, вар-хырăм, сывлав органĕсен, нерв тытăмĕн чирĕсене пула пурнăç татăлнин кăтартăвĕ пысăк.

Лару-тăрăва, паллах, чылай лайăхлатма май пур. Анчах чи малтанах кашнин хăйĕн шухăшлавне улăштармалла, çăмăлттайлăха путармалла, пурнăçа хакламалла.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика