Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.06.2019, 15:02 Просмотров: 317

Вăрçă çулĕсене тÿснисене ытла та йывăр шăпа пÿрнĕ. Нуши-тертне, выçлăхне те курнă... Мĕн чухлĕ йывăрлăх хатĕрлемен пулĕ вĕсем валли пурнăç. Кашни витĕр чăтăмлăхпа, шанăçпа тухнă. Пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕскерсем çăкăр хакне те аван пĕлеççĕ.

Çак уйăхра та, акă, сумлă ватăсем хăйсен юбилейĕсене паллă тунă. Çулĕсене кура мар чунĕпе маттур вĕсем. Ĕмĕрĕпех тар тăкма хăнăхнăскерсем ватлăх кунĕсенче те ĕçсĕр ларасшăн мар. Вăйĕ çитнĕ таран ăшталанаççĕ. Çĕрпелти Евгения Александровна Моисеевăн, акă, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çулпа танлашнă. Тыл хастарĕ, ĕç ветеранĕ. Пĕчĕкрен тăван колхозра тăрăшма тытăннă вăл. Ашшĕне вăрçа ăсатсан 12 çулта конюхра ĕçлеме пуçланă. Колхозра, тĕрĕссипе, пурнăçламан, тума пĕлмен ĕç те юлман. Евгения Александровна уй-хирте ир пуçласа каçчен пилĕк авнă, фермăра та вăй хунă.

Çав вăхăтрах ачисене килĕшÿре те тăрăшулăхра ÿстерме ĕлкĕрнĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Паян мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем куç тулли.

Çак уйăхра Евгения Александровна тăхăр теçетке урлă каçнă. Çак çулсенче йывăрлăхне, асапне сахал мар хыçа хăварнă пулин те, шăпана ÿпкелемест. Кашни куна ырă кăмăлпа кĕтсе илет, çывăх çыннисен ăшшине туйса пурăнать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Ершепуçĕнчи Андрей Зиновьевич Зиновьев вара анчахрах 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Вăл та пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Родина» хуçалăхра тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă.

Андрей Зиновьевича Хĕрлĕ Çар ретне 1942 çулхи августра илнĕ, 21-мĕш стрелковăй полка лекнĕ. 1-мĕш Белорусси фронтĕнче стрелок, пулеметчик, автоматчик пулса çапăçнă. Польша çĕршывне ирĕке кăларассишĕн юнлă çапăçусене хутшăннă, Германие çитнĕ. Икĕ хутчен йывăр аманнă.

1944 çулхи октябрьте А.Зиновьева 21-мĕш танк бригадин стрелоксен уйрăмĕн командирне çирĕплетеççĕ. Вăрçă вĕçленсен службăна 139-мĕш уйрăм стрелковăй батальонра малалла тăснă. Андрей Зиновьевич – III степень Мухтав, Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсен кавалерĕ.

Сăмах май, паллă кунсем тĕлне сумлă юбилярсем патне Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламне район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев çитернĕ. Ырми-канми ĕçпе тăван хуçалăх, район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика