Ăста алла ĕç пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.06.2019, 15:04 Просмотров: 342

Надежда Андреевапа, Çĕрпел тăрăхĕнче пурăнакан маттур çамрăк хĕрарăмпа, районти пĕр ăмăртура паллашнăччĕ. Вăл ертсе пыракан фитнес-ушкăн тивĕçлипех малтисен йышне кĕнĕччĕ.

Унăн тепĕр чун туртăмĕпе Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ йĕркеленĕ уçă ăмăртура киленнĕччĕ. Юр тăваткалĕсем тем самантра тĕрлĕ кÿлепене çаврăннинчен, ун аллисем темĕнле механизмран та хăвăртрах ĕçленинчен чăннипех тĕлĕннĕччĕ.

«Талантлă çын пур енĕпе те талантлă» текен каларăш ахальтен çуралман ĕнтĕ. Сăпайлă та кăмăллă çак хĕрарăмра пултарулăхĕ, чăнах та, тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Вăл – мал опытлă вĕрентекен те: маттур спортсмен та, чаплă алăсти те.

Чунĕ пуринчен ытла выртакан ĕçĕ вара – ÿкересси. Надежда Викторовнана пулах паян Çĕрпелти культура çуртĕнчи картинăсен галерейи аталанса-çĕнелсе пырать% ун портречĕсем паллă художниксен ĕçĕсенчен пĕрре те кая мар.

Районта пурăнакансен, уйрăмах Çĕрпел тăрăхĕнчисен, çакăн пек хаклă «тупра» хăйĕн пурнăçне Вăрнарпа çыхăнтарнăшăн савăнмалла. Шупашкар район хĕрĕн хăйĕн пурнăçне Мускавра та ăнăçлă-ÿсĕмлĕ йĕркелеме май пулнă. Вăл тĕп хулара шоколад скульпторĕнче тимленĕ. Ун ăста аллисем сахал мар пылак фигуркăсем ăсталанă, вĕсене мускавсем хапăлласа туяннă. Ĕçчен алăллă, пысăк яваплăхлă хĕре Мускаврах юлма ÿкĕтленĕ, анчах та Надежда Викторовнана çемйи хаклăрах пулнă. Вăл мăшăрĕн тăрăхне, Хурăнсур Çармăса, таврăннă.

Надежда Викторовна пĕчĕкренех ÿкерме, ăсталама юратнă. Ÿнерĕн пĕрремĕш урокĕсене ашшĕнчен илнĕ. Вăл ача-пăча кĕнекисенчи иллюстрацисене çăмăллăнах хут çине куçарнă.

Ача чухнехи туртăм ÿсерехпе те сÿнмен. Шкул пĕтерсен вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.

Паянхи куна Надежда Викторовна Андреева Çĕрпелти вăтам шкул ачисене ÿкерÿ искусствине хăнăхтарать. Вĕрентÿ ĕçĕнче те маттур вăл, ачасем ун урокĕсене юратаççĕ, хăйсен фантазине туллин уçаççĕ. Ун воспитанникĕсем хушшинче район, республика тата Пĕтĕм Раççейри конкурссен дипломанчĕсем те пур. Сăмах май каласан, Надежда Викторовнан хĕрĕ те амăшĕн çулĕпе кайнă.

Надежда Андреева, хăй каланă тăрăх, ÿкермесĕр ниепле те пурăнаймасть. Пуçĕнче ун яланах тĕрлĕ сюжетсем явăнаççĕ, куçĕ умне тухаççĕ. Портречĕсем, натюрморчĕсем, пейзажĕсем речĕпех. Тĕпре – чăваш халăхĕ, тăван çĕр, унăн нумай енлĕ илемĕ. Вĕсемпе паллашнă май художник пур япалара та илеме, ырăлăха курни, пурнăçа юратни аван сисĕнет. Уйрăмах портретсене сăнланă чухне вăл çын чунне кăтартма тăрăшать.

Пултаруллă ÿнерçĕ республикăра иртекен хĕрарăм-художницăсен пленэрне те тăтăшах хутшăнать. Ун ĕçĕсем «Серебряный век» галерейăра республикăри куравсенче те вырăн тупнă.

Çак уйăхра ун ĕçĕсенчен нумайăшĕпе районта пурăнакансен те паллашма май пулчĕ – Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче Надежда Андрееван «Кун-çул юхăмĕ» куравĕ ĕçлерĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика