Килĕ умнех çитернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.06.2019, 15:06 Просмотров: 320

Иртнĕ эрнере Çăкаллă Явăшри лавккана вăрттăн çĕмĕрсе кĕнĕ. Каçхи «хăнана» хăвăртах ярса тытнă. Ăна тупма полицейскисене тăватă ураллă «ĕçтешĕ» – Пани йытă – пулăшнă.

«Ирхине ĕçе килнĕ сутуçăна алăк уçă тăни сисчĕвлентернĕ. Тÿрех полицие шăнкăравланă. Преступлени вырăнĕнче йĕрке хуралçисем вăрă çăра тăпсине аркатнине асăрханă. Лавккаран вара эрех-сăра тата сигарет пачкисем çухалнă.

Оперативлă шырав ĕçĕсене тÿрех йĕркеленĕ. Чи малтанах инспектор-кинологпа «Вурнарский» пайра службăра тăракан полици йытти ĕçе пуçăннă. Нумаях та вăхăт иртмен, Пани овчарка полицейскисене лавккана кĕме пултарнă çамрăкăн килĕ умнех илсе çитернĕ. Кĕçех вăрланă тавара пытарнă вырăна та тупнă», – пĕлтерет шалти ĕçсен республикăри министерстви.

Сăмах май, ку тĕслĕх кинологсен профессилле уявĕ умĕнхи кун çырăннă. Июнĕн 21-мĕшĕнче Раççей ШĔМ-ĕн тытăмĕнче кинологсен службине йĕркеленĕренпе 110 çул çитнине паллă тунă. Служба йыттисене хатĕрлекен тата вĕсемпе кунсерен ĕçлекен республикăри мĕнпур кинолога çак кун шалти ĕçсен Чăваш енри министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Смирнов саламланă. Наградăсемпе палăртнисен йышĕнче «Вурнарский» пайăн инспектор-кинологĕ Виталий Яковлев полици аслă лейтенанчĕ те пур. Ăна «Раççей полицине – 300 çул» медальпе чысланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика