Çивĕч ыйтусем тавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2017, 14:43 Просмотров: 509

Хальхи Пĕрлехи информаци кунĕ пĕтĕм республикăшăн тенĕ пек, уйрăмах хăшпĕр районсемшĕн, çивĕч ыйтусене çĕклерĕ.

Юнкун пирĕн районта пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ, вĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ.

Сергей Владимировичăн Вăрнар районĕнчи ĕçлĕ визичĕ район активĕпе тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Çавăн пекех вăл Калинино тата Аçăмçырми ял поселенийĕсенчи халăхпа курса калаçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа пĕрле вĕсем тĕп ыйтусем тĕлĕшпе – уй-хир ĕçĕсене вĕçлесси, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси, «Пуçаруллă бюджета» хутшăнасси – республикăри тата районти лару-тăрупа паллаштарчĕç.

Кашни самантпа усă курмалла

Уй-хир ĕçĕсем тавра калаçу пуçарнă май, Сергей Павлов паян вырма ĕçĕсен хăватне ниепле те чакарма юраманнине каларĕ. «Çанталăкĕ те аграрисене пулăшасшăн, çавăнпа та кашни самантпа тухăçлă усă курмалла», – терĕ республика парламентарийĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та ку шухăшах палăртрĕ. Лару-тăрăва вăл хăй çивĕч тĕрĕслесе тăрать. Ун хушăвĕпех паян юлса пыракан хуçалăхсене малтисем техникăпа пулăшаççĕ.

Çакă та хуçалăхсене туртăнма май пачĕ-тĕр. ,нерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене мĕнпур лаптăкăн 96 процентĕнчен пуçтарса илнĕ. Тухăçĕ хальлĕхе республикăра чи лайăххисенчен пĕри – гектартан 31 центнер.

– Кĕрхисене ытларах акма палăртнăччĕ, анчах агротехника вăхăчĕ иртрĕ, планăн 67 процентне кăна е 4537 гектар пурнăçларăмăр. Эппин, çуркунне ытларах ĕçлеме тивет, – палăртрĕ Леонид Григорьевич.

Ăшăллă пулăпăр-и?

Çак ыйту паян халăха та, муниципалитет ертÿçисене те вăйлах шухăшлаттарать.

– Шел те, кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрленессипе Вăрнар районĕ лайăххисен шутĕнче мар. Тĕп йывăрлăхĕ – çутçанталăк газĕшĕн пухăннă парăм. Ыйтăва тăсса ямасăр татса памалла, çакăнтан хутса ăшăтмалли тапхăр хăçан пуçланасси тÿрремĕн килет, – çирĕппĕн асăрхаттарчĕ республика парламентарийĕ.

Чăн та, ку ыйту районшăн питĕ çивĕч. Газшăн парăм – 19 млн тенке яхăн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку енĕпе тĕрлĕ енлĕ ĕçленине палăртрĕ. Вăл шутра тÿлевшĕн хывнă укçаран палăртнă процентне газпа тивĕçтерекен организацие куçармалла тăвасси те, район бюджетĕнчен пулăшма пăхни те, халăхпа, парăмçăсемпе, çирĕпрех ĕçлесси те.

Çанталăк сивĕтес енне кайрĕ. Котельнăйсен паспорчĕсем хатĕр, вĕсем çирĕплетÿ тапхăрĕнче. Çуллахи вăхăтра 550 м çĕрĕшнĕ ăшă сечĕсене тата 360 м шыв пăрăхĕсене улăштарнă.

Пуçаруллă бюджет

Ку ыйту та районшăн пĕлтерĕшлĕ. Республикăра вырăнти ыйтусене татса пама йышăннă «Пуçаруллă бюджет» проекта вăрнарсем начар хутшăннине Чăваш ен Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев та хытă критикленĕччĕ.

Проектăн укçи-тенкине илес тесен халăхăн хăйĕн те укçа хывмалла, проектпа смета документацийĕпе конкурс витĕр тухмалла. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов çак мелпе анлăрах усă курмаллине палăртрĕ. Сăмахран, кăçал унта чылай район хастар хутшăннă, патăрьелсен 10 проекчĕ çĕнтернĕ. Вăрнарсен – пĕрре.

Леонид Николаев ку енĕпе халĕ çине тăрса ĕçленине, 2018 çул валли кашни ял поселенийĕ проектсем хатĕрленине пĕлтерчĕ.

Малти-ишексем ку проекта кăçалах лекнĕ ĕнтĕ. Халăх, вырăнти предприниматель Ю.И.Валерианов тата «Монтажник» ТМЯО пулăшнипе пĕтĕмпе проекта 61 пин тенкĕ хывнă. Республика бюджечĕ вара 420 пин тенкĕ субсиди уйăрнă.

Çак укçапа паян Малти Ишекри культура çуртне тĕпрен юсаççĕ: курав залне, подсобкăсене, ăшă системине, электропроводкăна, урайсене, чÿрече-алăксене çĕнетеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика