Хисеплени, асра тытни хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2019, 16:02 Просмотров: 316

Календарьте хĕрлĕпе палăртман пулин те, июлĕн 1-мĕшĕ Раççейре – уйрăм пĕлтерĕшлĕ дата. Çар мухтавне – хамăр çĕршыври тата ун тулашĕнчи хирĕçтăрусен ветеранĕсене – чыслатпăр çак кун.

Пирĕнпе юнашар пурăнакансене – хисеп туса, пуçĕсене паттăрла хунисене – асра тытса... Официаллă çирĕплетменнине пăхмасăрах ку датăна çулсерен анлăрах та сумлăрах паллă тăваççĕ.

Хамăр районта иртекен мероприятисем те, акă, çĕршывшăн çапăçакан – таса тивĕçне кирек мĕнле вăрçăра, хирĕçтăрура пурнăçланă пултăр вăл – яланах хисеприне кăтартаççĕ. Кăçал та поселокра-ялсенче чылай пулчĕç вĕсем: астăвăм кунĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, тĕлпулусем-калаçусем... Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри Шăхальте иртнĕ. Вăл вырсарникун «Боевое братство», «Щит Родины», «Доблесть» обществăлла организацисен тата çарта тăнисен ытти пĕрлешĕвĕсен членĕсене, ачасемпе çамрăксене, ял çыннисене, йышлă хăнасене пухнă. Сăлтавĕ те сумлă: кунта çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсене халалласа лартнă палăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Сăмах май, тĕрлĕ «вĕри точкăсенче» – Афганистанра, Çурçĕр Кавказра, Сирире – пулнисем ялта вунулттăн.

«Çĕршыв тăнăçлăхне хÿтĕлесе е интернационаллă пулăшу парса çар тивĕçне пурнăçланисене хисеп туни сăваплă. Ырă тĕллеве пурнăçа кĕртнĕ эсир, унăн пĕлтерĕшĕ пуриншĕн те калама çук пысăк», – палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

Астăвăм палăкне уçма хутшăннă май Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова шăхальсене пуçаруллă пулнишĕн тав тунă. Калинино шкулĕнчи кадетсем те çар çыннисен хăюлăхĕпе паттăрлăхне мухтаса хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Палăка ыркăмăллăх тĕллевĕпе пухнă укçа-тенкĕпе лартнине палăртмалла. «Çар хирĕçтăрăвĕсенче çапăçнисен ячĕсене ĕмĕрлĕх чыслама май килнишĕн кăмăл çĕкленÿллĕ. ,мĕте пурнăçа кĕртме тÿпе хывнă кашни çынна тав сăмахĕ калас килет», – терĕ «Доблесть» пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Андрей Николаев, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пуçаруçи.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика