ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Вăхăтра тÿлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2019 16:06 Просмотров: 138

Тупăш сахал илекен çемьесен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатас тĕллевпе патшалăх шайĕпе тĕрлĕ мерăсем йышăннă. Вăл шутра – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă ти-вĕçтерÿсен тÿлевĕсене саплаштарассипе те.

Июньте, акă, ку субсидие Вăрнар районĕнчи 75 çемье илнĕ. Вĕсене тÿленĕ пĕтĕмĕшле сумма 94,4 пин тенкĕпе танлашнă.

Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăхăн çак пулăшăвĕпе 280 çемьене тивĕçтернĕ, ку тĕллевпе 1697,2 пин тенкĕ тăкакланă.

Кăçал районта пурăнакансене ку тăкаксене саплаштарма бюджетран 3,1 млн тенкĕ уйăрнă. Республикипе сумма 300,39 млн тенкĕпе танлашать.

Субсидие çур çуллăха палăртаççĕ, кашни уйăхра тÿлеççĕ. Ăна пурăнмалли çурт-хваттер тата коммуналлă тивĕçтерÿсен тÿлевĕн тăкакĕсем çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕнчен 22 процент пысăкрах пулсан уйăраççĕ. Шутланă чухне пурăнмалли лаптăкăн тата уншăн тÿлекен виçе стандарчĕсене шута илеççĕ.

Пулăшупа усă курас тесен заявление социаллă хÿтлĕх пайĕнче, патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче, МФЦ-ра çырма май пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ