Паттăр ентеше халалласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2019, 11:58 Просмотров: 240

Çулсем иртнĕçемĕн тĕрлĕрен событисем историе кĕрсе пырсан та, паттăрсен ячĕсене ма-нăçа кăларма юрамасть. Вĕсен тивлечĕпе кунсерен хĕвел çутине курма, тулли пурнăçпа пурăнма пултарнине эпир ялан астума тивĕçлĕ. Унсăрăн намăс та.

Çĕрпел ял поселенийĕнче, акă, Чечен Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă ентешĕ Владимир Антонов та ĕмĕрлĕх асра. 1995 çулта паттăрла пуçне хунă вăл, çав вăхăтра вунтăххăрта кăна пулнă. Хурăнсур Çармăс каччи Çурçĕр Осетинчен Грозный хулине куçакан машинăсен колоннин йышĕнче пулнă. Засадăна лекнĕскерсене боевиксем персе вĕлерсе çунтарнă. Владимир Антонова вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе наградăланă.

Çывăх çыннисемпе тăванĕсем, ку тăрăхра пурăнакансем, çав шутра çамрăксем те, мухтавлă ентешĕн ятне типтерлĕн упраççĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнче те, çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсен кунĕнче, Владимир Антоновăн вилтăприйĕ умĕнче митинг иртнĕ. Астăвăм мероприятине хамăр районтан кăна мар, Комсомольски, Етĕрне, Елчĕк тăрăхĕсенчен, Шупашкартан ветерансем пухăннă. Ывăлне манманшăн, сума сунăшăн паттăр салтакăн ашшĕ пурне те тав тунă. Совет офицерĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Николай Васильев ăна нумаях пулмасть пичетленнĕ «Герои наших дней» кĕнекине парнеленĕ. Унта Владимир Антонова халалланă тĕрленчĕк те тĕп вырăнта.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă çамрăк ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Денис Трофимов, Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Лидия Федорова, çарпа учет ĕçченĕ Елена Голубцова, çарта пулнисен пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, ыттисем ырă сăмахсем каланă. Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем хăюлăхпа çирĕплĕх тĕслĕхĕ пулнине, уйрăм хисепе тивĕçлине палăртнă. Çĕрпел шкулĕн кадечĕсем ентешĕпе мăнаçланнине пĕлтернĕ, ун пек хастар та хăюллă пулма тăрăшма шантарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика