ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Явапран хăтăлайман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2019 11:58 Просмотров: 51

Вăрнарта автоинспекторсен явапсăр водитель тĕлĕшпе тÿрех ултă административлă протокол çырма тивнĕ.

Хайхискер çул-йĕр правилисене ытла та сĕмсĕррĕн пăснисĕр пуçне ГИБДД сотрудникĕсем ыйтнине те пăхăнма шутламан. Ахальтен мар ĕнтĕ, хăйĕн айăпĕ пуррине пĕлсех вĕсенчен тарнă.

Вăл тытса пынă машинăна çул-йĕр службин экипажĕ тĕрĕслев валли чарма хăтланнă. Анчах водитель хушăва пурнăçламан, малалла вĕçтернĕ. Инспекторсем – ун хыççăн. Çул-йĕр правилисене вуçех уямасăр тараканскере машина кювета çаврăнса ÿкни чарнă. Автомашина сиенленнĕ, водителĕ, телее, аманман-суранланман. Сăмах май, автомобильне хăйĕн çине регистрацилемен пулнă.

«Водитель çул çинче йĕркене пăснă тĕслĕхсем ултă протоколлăх пухăннă. Вĕсене регистрацилемен транспортпа çÿренĕшĕн, машина чÿречисем саккунпа палăртнă нормăран тĕттĕмрех пулнишĕн, инспектор хушнипе транспорт хатĕрне чарманшăн, çул çинче тĕрĕс пыманшăн, хирĕç çул çине тухнăшăн, обязательнăй страхлав йĕркине пăхăнманшăн çырнă», – пĕлтереççĕ Шалти ĕçсен республикăри министерствинчен.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ