Çĕнĕ аптека уçăлчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2019, 13:27 Просмотров: 245

Аптека ĕç-хĕлне Чăвашпотребсоюз 90-мĕш çулсен варринче, фармацевтика рынокĕнчи лару-тăру ăнăçлă мар вăхăтра, аталантарма пуçланă. Çакă уйрăмах ял çыннисемшĕн меллĕ те усăллă пулни тÿрех курăннă: яллă вырăнсенче эмелсемпе тивĕçтересси лайăхланнă.

Малтанхи тапхăрта аптека сечĕ лавккасенчи ятарлă пунктсемпе киосксене пĕрлештернĕ-тĕк, халĕ вĕсем – хăйсем тĕллĕн ăнăçлă ĕçлекен учрежденисем. Вăрнарта çакăн пек пĕрремĕш киоск 1998 çулхи апрельте уçăлнă, тепĕр икĕ çултан вăл уйрăм çурта куçнă. Паянхи куна поселокра потребкооперацин виçĕ аптеки ĕçлет. Вĕсене çынсем йышлă çÿренинчен тĕлĕнмелли çук: эмелсемпе медицина хатĕрĕсен, ача-пăча таварĕсемпе ытти продукцин ассортименчĕ пысăк, хакĕсем те «çыртмаççĕ».

Халĕ, акă, Калинино райповĕн аптека сечĕ татах та анлăланчĕ. Асăрханă пулĕ, нумаях пулмасть Калинино салин тĕп площадĕнче çĕнĕ илемлĕ çурт çĕкленсе ларчĕ. Шăпах унта медицина тата ветеринари аптекисем вырнаçрĕç те.

Кунта килсе курма ĕлкĕрнисем пĕлеççĕ: аптека çурчĕ паянхи кун ыйтнине пур енчен те тивĕçтерет. Туянакансене меллĕ пултăр тесе пÿлĕмсем хăтлă. Учреждени ĕçченĕсене те тимлеме кăмăллă: çĕнĕ йышши оборудовани, компьютер техники, продукцие вырнаçтармалли меллĕ сентресем... – условисем питĕ лайăх. Апла пулин те сала çыннисемшĕн тата çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшли – аптекăра хăйсене кирлĕ пур эмеле те тенĕ пекех туянма май пурри. Ассортимента май килнĕ таран пуян пухма тăрăшнă: эмелсемсĕр пуçне медицина приборĕсем, сиплевлĕ апат-çимĕç, косметика таварĕсем, ытти – кунта сĕнекен пахалăхлă продукцин списокĕ пысăк. Наталия Меркулова заведующи ертсе пыракан туслă коллектив та туянакансене яланах пулăшма хатĕр. Кашнинпе вашават, сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмеççĕ.

Медицина тата ветеринари аптекисене пĕрлештерекен çĕнĕ çуртăн алăкĕсем паян паллă тăвакан кооператорсен професси уявĕ тĕлне уçăлчĕç. Юнкун çак сăлтавпа Калининăра райпо ĕçченĕсем чăн-чăн уяв йĕркелерĕç.

– Социаллă пĕлтерĕшлĕ çакăн пек объектсене эпир халăх ыйтни-сĕннипе çĕклетпĕр. Пирĕн тĕллев – ял çыннисен пурнăçне лайăхлатасси, тĕрлĕрен тивĕçтерÿсене илессине çăмăллатасси, – терĕ Калинино райповĕн Канашĕн председателĕ Венера Николаева мероприятие уçнă май.

Савăнăçлă саманта калининăсемпе пĕрле Чăвашпотребсоюзăн Канашĕн председателĕ Валерий Павлов та пайларĕ. Вăл та потребкоопераци тытăмĕнчи лавккасем, аптекăсем, апатлану тата ытти организацисем халăха пахалăхлă тивĕçтерÿсем кÿрес тесе ĕçленине палăртрĕ. Ял çыннисене хăйсене шаннишĕн тав турĕ.

Каларăмăр, çĕнĕ çуртра ветеринари аптеки те пулĕ. Çакă та салара тата çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн тахçанах кĕтнĕ ырлăх. Кил-хуçалăхра тытакан выльăх-чĕрлĕх чирлемесĕр пулмасть-çке. Эмелне шыраса вара Вăрнара çитиччен каймаллаччĕ. Вырăнти халăхшăн çивĕч ыйтăва татса пама пулăшнăшăн райпо ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уйрăммăн ырларĕ.

Хăнасем Калининăри шкул вĕренекенĕсемпе пĕрле хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ объект пĕрремĕш туянакансене йышăнчĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика