ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Июльтен мĕн улшăнчĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2019 13:27 Просмотров: 48

Тĕрлĕ сферăна улшăнусем тăтăшах кĕрсе пыраççĕ. Июль уйăхĕнчен Раççей çыннисене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха; Чи пĕлтерĕшлисем çинчен – кĕскен.

Çак уйăхран тытăнса, Раççей Правительствин йышăнăвĕ вăя кĕнĕренпе, лавккасем чăн сĕт продукцине тата ÿсентăран çăвĕллĕ сĕт таварĕсене уйрăмшар сентресем çине вырнаçтарма тивĕç. Çакă тавар туянакансене пахалăхлă продукцине тÿрех уйăрса илме май парĕ. Вĕсене «Продукты без заменителя молочного жира» тесе палăртĕç.

Сăмахран, продукци маркировкине улшăнусем кĕртнĕ хыççăн çынсем сыр продукчĕсене сахалрах (10,3 :) туянма тытăннă. Чăн сыра туянасси вара 10,1 процент ÿснĕ.

Экспертсем сеть лавккисен çĕнĕлĕх тĕлĕшпе пăтăрмахсем пулмасса палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен куçăм тапхăрĕ çителĕклех пулнă.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен инвалид ачан е ачаран 1-мĕш ушкăнри инвалидăн ашшĕ-амăшне е опекуна уйăхсерен паракан тÿлев виçи икĕ хута яхăн ÿсет: 5,5 пин тенкĕрен 10 пин тенкĕ таран. Çакăн çинчен калакан указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин март уйăхĕнчех алă пуснăччĕ.

Аса илтерме, ку пособие ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри, усрава илнĕ çын, опекун е попечитель тивĕçет. Анчах вĕсен ниçта та ĕçлемелле мар. Тÿлеве сусăр çыннăн пенсийĕпе пĕрле параççĕ.

Çак уйăх пуçламăшĕнчен строительство организацийĕсем граждансен укçи-тенкипе эскроу-счет пулăшнипе çеç усă курма пултарĕç.

Çĕнĕлĕх çак кун хыççăн пая кĕрсе çурт тумалли мĕнпур килĕшĕве пырса тивет. Çав вăхăтрах çĕнĕ йĕрке пырса тивмен объектсем те пур. Вĕсене РФ Правительстви çирĕплетнĕ хăшпĕр критерипе палăртаççĕ. Сăмахран, çурта 30 процента яхăн туса пĕтернĕ пулсан, ăна малтанхи йĕркепех хута ярĕç.

Проект финансированийĕ çине куçни строительствăна пая кĕрекен граждансен прависене хÿтĕлеме май парать. Тĕслĕхрен, строительство организацийĕ çурта туса пĕтериччен панкрута тухсан та çынсем хăйсен укçине каялла илме пултараççĕ.

Предприятие çурта хута янă хыççăн тин хваттер туянакансен укçине параççĕ.

Кунсăр пуçне, граждансен эскроу-счет çине хывнă укçине патшалăх хÿтĕлет. Банкран лицензие туртса илсен, сăмахран, пайçă счет çинчи укçа виçи чухлĕ страховани пулăшăвĕ илет. Анчах саплаштару виçи 10 миллион тенкĕрен иртеймест.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен çавăн пекех эмелсене, сигаретсене, атă-пушмака маркировкăлассипе çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ. ЖКУ тарифĕсем, онлайн-касса çаврăнăшĕ улшăнĕç тата ытти те.  

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ