Вăрнарсемшĕн малашне те пĕрлешсе ĕçлĕпĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2019, 13:28 Просмотров: 239

Ăста ертÿçĕ, ăслă-тăнлă, пуçаруллă, пултаруллă политик, чун-чĕрипе çĕре парăннă, ырă кăмăллă çын. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕн пуканне шаннипе ирттернĕ тĕлпулура тÿрех çакăн пек хакланăччĕ Юрий Алексеевич Попова. Унтанпа вунтăватă çул иртрĕ. Чи малтан пуçа килнĕ шухăшсем Юрий Алексеевич Вăрнарта тимленĕ çулсенче нумай ĕçре çирĕпленчĕç.

«Çемье йывăрлăхне кĕрсе ÿкнĕччĕ те Юрий Попов хÿтте кĕнипе пулăшу илтĕмĕр. Халь ăçта вăй хурать-ши вăл;» – ыйтрĕ редакцие килнĕ аслăрах çулхи пĕр хĕрарăм.

Кунашкал ыйтакансем татах пулнăран Юрий Алексеевич Поповпа тĕл пулма тĕв тытрăмăр. Пушă вăхăчĕ сахалрах пулин те паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, шухăшĕсем, пурнăçĕ пирки калаçма вăл кăмăлтан килĕшрĕ.

Тĕлпулу Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăра иртнĕ май, Юрий Алексеевич чи малтанах хуçалăх центрĕн территорийĕпе паллаштарчĕ. Ĕçлĕх, туслăх вăйĕ çирĕппи унта ура ярса пуссанах сисĕнет. Тавралла тасалăх хуçаланать, техникăсем речĕпе лараççĕ. Ĕç çыннисен кăмăлĕ савăк. Пысăк ĕçсем пурнăçлани строительство ĕçĕсенчен аван курăнать. Кĕçех, акă, тепĕр çĕнĕ склад хута каять. «Ĕнер кăна асфальт сарса пĕтертĕмĕр», – терĕ ертÿçĕ ку ĕçпе хăй те кăмăллă пулнине пытармасăр...

Унăн кашни сăмахĕ чунĕ предприяти шăпишĕн çуннине çирĕплетет. Аякка каймасăр калас-тăк, «Таябинка» агрофирма – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла обществăн тытăмĕн пĕр пайĕ. Унăн çитĕнĕвĕсене, хисепне коридорта речĕпе çакăнса тăракан вуншар награда çирĕплетет. Юрий Алексеевич Попов республикăри чи пысăк агрохолдингăн президенчĕ пулнипе пĕрлех кунти ĕç-хĕле те йĕркелесе пырать.

– Паян эпир тăватă район çĕрĕ çинче ĕçлесе пыратпăр. Тĕп центрĕ, паллах, Вăрнарта. Юлашки вăхăтра кунти предприятие аталантарас тĕллевпе çулсерен сахалтан та 200-шер миллион тенкĕ инвестицисем хыватпăр. Фермăсен строительстви, хăвăрах куратăр, анлă сарăлнă. Пĕр-икĕ çул харăс 500-шер пуç вырнаçакан витесем çĕклерĕмĕр. Пĕлтĕр, ав, 2300 ĕне тытмалăх çĕнĕ йышши фермăсем хута ятăмăр.

Техникăна çĕнетесси-пуянлатассине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Машина-трактор ял хуçалăх чĕри пулнине манмастпăр. Çулсерен парк хăватлă, энергие перекетлекен çĕнĕ тракторсемпе, комбайнсемпе, сеялкăсемпе пуянланать. Çак ĕçсемсĕр аталану, ÿсĕм пирки калаçмалли те çук. Вăрнарта пултаруллă ертÿçĕсем тимлени савăнтарать: Николай Аливанов, Владислав Попов. Вĕсем агрохолдинга аталантарассишĕн чунтан тăрăшаççĕ.

Паянхи кун Красноармейски çĕрĕ çинче ларатпăр. Кунта та предприяти аталанăвне хывакан инвестицисен сумми пысăк. Усă куракан лаптăксем пĕчĕк мар. «Таябинка» агрофирма ку тăрăхри чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри – ултă пин ытла гектар çĕр çинче ĕçлесе пыратпăр. Тĕпрен илсен, ÿсентăран отрасльне аталантаратпăр: çĕрулми, пĕрчĕллĕ культурăсем, горчица ытларах çитĕнтеретпĕр.

Çавăн пекех эпир Йĕпреç тата Çĕмĕрле районĕсен çĕрĕсем çинче те тухăçлă ĕçлетпĕр.

– Нумай проекта хăвăрăн шухăша хывнине палăртнăччĕ эсир...

– Чăн та, кирек мĕнле проекта та малтан пуçра çавăратăп. Тĕлĕнмелле, куç умне ÿкерчĕксем хăйсемех тухса пыраççĕ. Паллах, темĕн те тăвас килет. Кун пек чухне пуçра каллех шухăш вĕçме тытăнать – укçа-тенкĕ ыйтăвĕ. Кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен вăя виçме хăнăхнă.

Паллах, пысăк проектсенче ытти регионсен, çĕршывсен опычĕ те пĕлтерĕшлĕ. Мĕн чухлĕ ытларах куран, çавăн чухлĕ çĕнĕрен шухăшсем çуралаççĕ.

Пĕлтĕр, акă, Испанире ял хуçалăх организацийĕсем тăрăх курса çÿрерĕмĕр. Вĕсен çĕр лаптăкĕсем, территорисем пĕчĕк. Апла пулин те япăх мар ĕçлеççĕ. Кунти ĕне фермисенче пулнă май, хамăр республикăра, çав шутра Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче те, кăтартмалли, тĕлĕнтермелли пур тесе шутларăм. Испанецсене хăнана чĕнтĕм.

– Сирĕн ял хуçалăх отраслĕнчи çитĕнÿсемпе савăнатпăр, çакă Вăрнар районĕшĕн те лайăх пулнине ăнланатпăр. Продукци производствинче те кăтартусем чаплă. Анчахрах Вăрнарти аш-какай комбинатне ертсе пыма тытăннă чух эсир федераци сечĕсене тухма ĕмĕтленеттĕр, халĕ, ав, Вăрнар кăлпассине мĕнпур тенĕ пек пысăк гипермаркетсенче туянма пулать.

– Чăн та, федераци сечĕсемпе пĕрлешсе ĕçлессипе нумай тăрăшма тиврĕ, продукци туса кăларни çеç мар вĕт-ха, халăх патне те çитермелле. Сутасси – хăйне евĕрлĕ искусство. Хальхи пурнăçра, конкуренци çав тери çивĕч вăхăтра пушшех те.

Халĕ эпир сетьсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Хамăр Чăваш Республикинче кăна мар, ун тулашĕнче те. Паянхи куна Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцине предприятин «Санар» фирмăллă лавккисемсĕр пуçне суту-илĕвĕн пин ытла точкинче туянма пулать. Тавара Чулхула, Ульяновск, Мускав, Иваново, Мурманск, Владимир облаçĕсенче, Тутарстанра хапăллаççĕ. Ку ĕçе – Чăваш ен тулашĕнчи суту-илĕве малалла та анлăлатса пырасшăн.

– Хăвăр предприятие çĕкленисĕр пуçне эсир вăрнарсемшĕн те сахал мар ĕçе хăвăр тÿпене хыврăр: ача сачĕ, çулсем сирĕн тивлете пула хута кайрĕç. Çакăншăн та хисепрен тухмастăр ĕнтĕ...

– Тавах. Вăрнар халăхĕшĕн ĕçленĕ, ĕçлетпĕр те. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ пулнă çулсенче, чăнах та, сахал мар пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Паянхи кун Вăрнар районĕпе Сергей Павлов депутат йĕркеллĕ, пуçаруллă ĕçлесе пырать. Ун чухне те, халĕ те унпа тачă çыхăну тытнă, тытатпăр та – вăрнарсемшĕн тăрăшатпăр.

Районта хальхи вăхăтра, акă, Шăхасан–Калинино автоçул юсавĕ çав тери çивĕч. Район администрацийĕ, депутатсем, строительство министерстви пĕрлешсе ĕçленипе бюджетран укçа-тенкĕ уйăрассине тивĕçрĕмĕр. Паллах, ку ыйтăва Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тимлĕхрен кăлармасть. Çула юсама 317 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕр районшăн çакă питĕ пысăк сумма.

Вăрнар тăван район пекех çывăх. Эпир унта ĕçлетпĕр, ун пуласлăхĕшĕн малашне те чунтан тăрăшăпăр.

– Эсир чун-чĕрепе, пуçĕпе çĕр ĕçне парăннă çын. Çак туртăм ăçтан пуçланнă-ха сирĕн;

– Манăн ят Юрий чиркÿ чĕлхипе – Георгий. Вăл – чăн-чăн çĕр çынни. Çын шăпине, ахăртнех, ят та палăртать. Тавралла çаврăнса пăхсан та ман ятлисем ял хуçалăхĕнче речĕпех тимлеççĕ.

Çĕр ĕçне парăнни ялта çуралса ÿснипе, ачаран пилĕк авма хăнăхнипе те çыхăннă, паллах. Ялта пурăнакан кĕрĕк арки йăваласа ларма хăнăхман вĕт. Çĕре юратас туртăм атте-аннерен куçнă, ĕçлес кăмăл-туйăм ачаран тĕвĕленнĕ.

Çитменнине, ку ĕç питĕ кăсăклă. Çĕр вăл чĕрĕ организм пекех. Ăна мĕнлерех пăхан, унпа мĕнле – вăл сана çавăн пек тухăç парать. Кашни тапхăрĕ чĕрене савăнтарать, ĕçлес кăмăла ÿстерет. Сип-симĕс кавир пек калча кама тыткăнламĕ; Е тата, ак, горчица чечеке ларнă вăхăта илер. Çар çу пек сап-сарă сарăлакан уйсем мĕн тери хитре вĕт;! Куç савăнса тăранаймасть.

Пирĕн республика ахаль те хитре вырăнта вырнаçнă: çырмисем, уйсем, вăрмансем... Ял хуçалăх культурисем – çак илеме хушаканĕсем.

– Аçăр-аннĕре ырăпа асăнтăр. Маттур ачасем çитĕнтернĕ çынсем пирки вулакансене те пĕлтерсен лайăх пулĕччĕ.

– Эп йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Эпир çиччĕн пĕртăван çитĕннĕ. Пысăк çемье вăл туслă пурăнма вĕрентет. Эпир пĕр-пĕрне пулăшса ÿснĕ. Атте – Алексей Алексеевич – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, инвалид. Анне – Елена Ивановна ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ: сад ăстисен бригадинче, пахчаçимĕç, çĕрулми туса илекен участоксенче. Ырми-канми вăй хунă, çавăнпах çÿллĕ шайри наградăсене те тивĕçнĕ ĕнтĕ. Анне Елчĕк районĕнчи чи вăйлă «Слава» хуçалăхăн чи хисеплĕ ĕçченĕ пулнă.

Эпир те, ачисем, вĕсенчен кая юлас мар, вĕсен ятне ярас мар тесе тăрăшнă, тăрăшатпăр та. Пурте вĕренсе тухса пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупнă. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Пирĕн хушăра учитель те, йĕрке хуралĕн ĕçченĕ те, повар та, водитель те, зоотехник та пур. Çиччĕшĕн – çичĕ специальность.

Кашнин хăйĕн çемйи, ачисем, мăнукĕсем. Шел те, пĕр харăс пĕрле пуçтарăнасси çав тери сайра пулать. Çакă нумайăшĕ çĕршывăн ют регионĕсенче пурăннипе те çыхăннă, ахăртнех. Çапах та уявсенче, Çимĕкре тăван яла, тăван киле пуçтарăнма тăрăшатпăр...

– Юрий Алексеевич, нумай çынна хумхантаракан ыйтăва та манса хăварас килмест – ку вăл сехет йĕпписене малалла куçарасси. Акă, çĕртме уйăхĕнче, çĕр чи кĕске вăхăтра, халăх вăраннă тĕлелле хĕвел тÿпене чылай çÿле улăхать. Анчах каçхине хăвăрт тĕттĕмленнĕрен сакăр сехет иртсенех электричество çутипе усă курма лекет. Пĕр пичет изданийĕнче эсир ку тĕлĕшпе ырă пуçару тунине çырнăччĕ. Ку енĕпе ыйтăмсем те ирттерчĕç. Мĕншĕн путланчĕ-ха вăл;

– Ку ыйту путланман, вăл паян кун та çивĕч тăрать. Чăн та, нумай çын çак ыйтăва майлă таттарас тĕллевлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ. Çуллахи вăхăтра çурçĕр иртни иккĕрех çуталма тытăнать. Эпир вара улттăра, çиччĕре çывăрса тăратпăр. Саккăрта ĕç пуçлатпăр. Ĕç кунĕ пуçланиччен мĕн чухлĕ вăхăт çухататпăр, сая яратпăр. Çав вăхăтрах теприсене хальхи пек режимах килĕшет – кун пекки те пур. Кам ĕçлеме юратать, вăл сехете пăхса тăмасть, ирех ура çинче.

Ку ыйтăва нумай коллектив, халăх хушшинче калаçса сÿтсе яврăмăр. Хальлĕхе вăл вăхăтлăха чарăнса ларчĕ. Астăватăр ĕнтĕ, хальхи çуллахи-хĕллехи вăхăтăн саккун проектне темиçе çул каялла Раççей Патшалăх Думинче пăхса тухса çирĕплетрĕç. Халĕ те çаплах тумалла. Вырăнти парламентарисен сессире пăхса тухса Госдумăна тăратмалла. Ку – пысăк та пĕлтерĕшлĕ саккун проекчĕ. Çавăнпа та ăна тĕплĕн шухăшласа, халăх мĕн каланине шута илсе татса памалла. Пĕршухăшлăх кирлĕ.

Ульяновск облаçĕнче унчченхи вăхăт режимĕ çине каялла куçрĕç. Унти хуçалăхсен ертÿçисемпе, çĕр çинче ĕçлесе пыракансемпе хутшăнатпăр та вĕсем питĕ кăмăллă.

Хамăр патра та ĕç çыннисемпе калаçкаланă. Атьăр, ĕçе иртерех пуçăнатпăр тесе. Анчах кашни çыннăн çемйи, ачисем пур. Хăшĕ шкула каять, хăшĕ – ача садне. Вĕсем пурте йышăннă вăхăтпа пурăнаççĕ. Çавăнпа та, тепĕр хут калам, ку ыйтăва тарăннăн тишкермелле.

– Республика шайĕпе пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса паратăр эсир. Ĕçпе пысăк предприятие ертсе пыратăр. Ĕçрен пушансан мĕнлерех çын эсир, мĕнпе кăсăкланатăр;

– Çынсем эпир пурте пĕр тан. Характерĕ, хутшăнăвĕсем, воспитанийĕ кăна урăхла. Хăть те ăçта ĕçлер, хăть те кам пулар – пуçлăх-и, пуян-и – чи малтанах этемре çынлăх пулмалла. Ыттисем патне те пĕр тан хисеп пулмалла. Хам эп усал-киревсĕр ĕçсем тума хăнăхман, çынсемпе яланах килĕштерсе пурăнма тăрăшатăп, ĕçре те çавнашкалах.

Кашни çыннăн кăсăклану пур. Тĕпре, паллах, – çемье. Пурнăçа ачасемшĕн, мăнуксемшĕн йĕркелетпĕр-çке, вĕсемшĕн тăрăшатпăр. Тăвансемпе, юлташсемпе туслăн пурăннине нимĕн те çитмест.

Эпир çамрăкранах команда вăййисене юратнă: хоккей, футбол. Чăваш ен Патшалăх Канашĕнче ĕçлеме тытăнсан республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев пуçарнипе хоккей командисем йĕркелерĕмĕр. Паянхи кун та эрнере икĕ хутчен пăр çинче пухăнатпăр. Пĕрре сиктеретĕн – командăна йывăрлăха кĕртсе ÿкеретĕн. Ушкăнпа вылясси ĕçри пекех яваплă, пĕччен нимĕн те тăваймастăн.

Ачаран, çамрăкран юлнă пулĕ – манăн асатте-кукаçисем сунарçăсем пулнă. Мана та куçнă ку туртăм. Сунар – кăмăл-туйăма çĕклекен кăсăклану. Уя тухма, вăрмана çÿреме питĕ юрататăп. Нумаях пулмасть, акă, Çурçĕр вăрманĕсене кайса курса килтĕмĕр. Сунарта пуç канать, вăйлăрах ĕçлеме тытăнать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: сунарта пулнă кун пурнăç шутне кĕмест тесе. Чĕрчунсен пурнăçĕ питĕ кăсăклă. Çакна сăмахпа каласа ăнлантарма йывăр, анчах та чуна питĕ лайăх.

Кăсăклану тенĕрен, çавăн пекех плита умне тăрса мĕн те пулин хатĕрлеме кăмăллатăп. Çемьене, юлташсене килĕшет – ахальтен каламаççĕ пулĕ тетĕп.

– Хоккей пирки асăнтăр. Вăрнарта чухне сире массăллă ăмăртусен йĕркипе çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче курма пулатчĕ. Спорт та сирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать пек туйăнать...

– Хăть те миçе çулта пулсан та чи малтанах сывлăх çинчен шутламалла. Манăн спорта юратасси çамрăкранах юлнă. Питĕ кирлĕ хăнăху. Хырăм мĕнле выçать, спорт патне те çаплах туртăнатăн.

Паянхи çамрăксене уйрăмах ырă тĕслĕх кирлĕ. Эпир, аслисем, кăтартмасан мĕн пулĕ-ха вĕсемпе; Республикăра ку ĕç лайăх йĕркеленнĕшĕн çав тери савăнатăп.

Темиçе çул ĕнтĕ хам парнесемшĕн кире пуканĕ çĕклессипе республика турнирĕсем йĕркелетĕп. Унта хутшăнакансен йышĕ çулран çул ÿссе пыни кăмăла çĕклет.

Хоккейла вылянисĕр пуçне хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнасси йăлана кĕрсе кайрĕ. Тĕрĕссипе, уçă сывлăшри хусканусем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те организма усă кÿреççĕ кăна. Çавăнпа та спорта юратмалла!

– Пурнăçра мĕн килĕшмест сире; Мĕне ытларах сивлетĕр;

– Çынна улталанине, сутнине. Шел те, пирĕн хушăра пур кунашкал çынсем. Çакă чи кÿренÿллĕ япала. Çыннăн йĕркеллĕ пулмалла, тĕрĕслĕхрен пăрăнмалла мар. Енчен те çынна улталатăр-тăк, эпĕ куçран калама хăнăхнă. Санпа çу сĕрнĕ пек калаçакана, анчах та çурăм хыçĕнче санах «çисе-кăшласа» яракансене, усал сăмахпа хăртакансене чăтма пултараймастăп.

Ырă мар пулăмсем нумай. Акă, çул хĕррисене çÿп-çап ывăтакансене сивлетĕп. Халăх умĕнче çынна кăшкăрса, вăрçса тăкнине, ыттисем умĕнче намăслантарнине ăнланмастăп. Чунлă, йĕркеллĕ çын нихăçан та апла хăтланмасть. Çакă ун вăйсăрлăхне кăна çирĕплетет.

– Эсир пурнăçра хăвăрăн вырăна тупнă. Юратнă ĕç, çемье пур. Сирĕн шутпа, çакă уйрăмах çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ, тĕллеве пурнăçлама чи малтанах мĕн кирлĕ-ха;

– Тĕллеве пурнăçлама чи малтан ĕçе юратмалла. Унсăрăн нихăçан та ăнăçлă пурнăç тăваймăн. Çамрăксене илес пулсан, акă, пирĕн пата ĕç шыраса чылаййăн килеççĕ. Анчах, шел те, теприсем виç кун та ĕçлеймеççĕ, пăрахса каяççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен ĕç патне пĕр туртăм та çук. Теприсене пăхатăн та айван пек туйăнаççĕ, ĕçлеме тытăнаççĕ те çивĕчлĕхĕ вĕсенче вĕресе кăна тăрать. Кунашкаллисене пурнăç тĕллевне тупма çăмăлрах.

Пирĕн патра, акă, çамрăк механизаторсем, механик тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Тинтерех кăна агроном хушăнчĕ. Вĕсен предприяти малашлăхĕшĕн, хăйсен пуласлăхĕшĕн ĕçлес кăмăлĕ пысăк, пĕтĕмпех пулса пырать – ку питĕ лайăх.

Çавăнпа та кирек ăçта ĕçлеме те, кирек хăш профессире те чун ыйтни кирлĕ.

– Вăрнарсене мĕн суннă пулăттăр;

– Вăрнарсемпе яланах мухтанатăп. Хам Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкар районĕнче пурăнатăп, Вăрнар, Красноармейски районĕсенче ĕçлетĕп. Ытти çĕртипе танлаштаратăп та – Вăрнар халăхĕ пек тусли сайрарах. Кунта çынна курайманлăх çук. Халиччен пĕрле мĕнле ĕçлесе пынă, малашне те çавăн пекех килĕштерсе пурăнар.

– Уçă та çăмăл калаçушăн пысăк тав!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика