Телей çăлкуçĕ çинчен цифрăсем урлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2019, 13:29 Просмотров: 268

Раççейре июлĕн 8-мĕшĕнче çулсерен Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Ăна Петрпа Феврония çветтуйсене асăннă куна халалласа ирттереççĕ.

Çемье – пурнăçăн чи пысăк хаклăхĕ. Шăпах унта аслă ăру кĕçĕннисене ăс-тăнпа кăмăл-сипет тата культура воспитанине парать. Çемьере ачасем те телейлĕ çитĕнеççĕ. Уяв умĕн Чăвашстат специалисчĕсем республикăри демографи тăрăмĕн кĕске тишкерĕвне хатĕрленĕ.

Çирĕп те туслă çемье йĕркелеме шутлани – кашни çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ утăм. ЗАГС органĕсен даннăйĕсем тăрăх, 2018 çулта 6 пин ытла мăшăрланăва регистрациленĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, туйсене ытларах (3 пин) июнь – сентябрь уйăхĕсенче вылянă. Чи нумаййи – августра (1 пин). Халăх тĕшмĕшне ĕненмесĕр май уйăхĕнче хăйсен хутшăнăвне 260 мăшăр саккунлă çирĕплетнĕ.

Арçынсен 78 проценчĕшĕн, хĕрарăмсен 75 проценчĕшĕн мăшăрлану пĕрремĕш пулнă, ыттисемшĕн – иккĕмĕшле.

Пĕрлешекенсен вăтам ÿсĕмĕ çакнашкал: хĕрсен 23 çул, каччăсен – 26. Кунтан тĕлĕнмелли çук, аслăрах ăрусем мăшăрланăва çамрăкларах кĕнĕ, хальхи ăру малтан пĕлÿ илесшĕн, ĕçе вырнаçасшăн, кайран кăна общество ячейкине йĕркелесшĕн. Мăшăрсен 11 ытла проценчĕ – тантăшсем. Кашни вунвиççĕмĕш тĕслĕхре мăшăртан пĕри 10 е ытларах çул аслăрах.

Ача çурални – çемье пурнăçĕнчи хаваслă та пĕлтерĕшлĕ пулăм, ун аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ. 2018 çулта çут тĕнчене 13,1 пин пепке килнĕ. Тулли çемьере çуралнă ачасен пайĕ 81 процентпа танлашать. 4,5 пинĕшĕ (35 :) çемьери пĕрремĕш, 5,5 пинĕшĕ (42 :) – иккĕмĕш, 3,1 пинĕшĕ (23 :) виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасем. 170 амăшĕ йĕкĕрешсем, пĕр амăшĕ виçĕреш çуратнă. Малтанхи пĕтĕмлетÿллĕ даннăйсем тăрăх, ача çуратакан хĕрарăмсен вăтам ÿсĕмĕ 29 çулпа танлашнă.  

Статистикăн оперативлă отчечĕ тăрăх, кăçалхи тăватă уйăхра республикăра 4 пине яхăн ача çут тĕнчене килнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика