Хăмла пахчи укăлчара...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2019, 13:46 Просмотров: 301

Иртнĕ ĕмĕрте пур хуçалăхра тенĕ пекех хăмла ÿстерессипе тим-ленĕ. «Симĕс ылтăн» чă-ваш халăхĕн пуянлăхĕ шутланнă. Ахальтен мар патшалăх гербĕнче те хăмла пучаххине сăнланă.

Астăвасса, тăван «Самолет» колхозăн хăмла плантацийĕсем патĕнчен киленмесĕр иртме çукчĕ. Асатте вара «симĕс ылтăн» патне çывхарсанах çапла калатчĕ% «Ши! кайрĕ, пи! кайрĕ, çÿле кайрĕ, йăва çавăрчĕ, çăмарта турĕ. Тупсăмĕ мĕнлеччĕ-ши;» Радиопа тата халăх юратакан юрă тăтăшах янăратчĕ% «Хăмла пахчи укăлчара, вăрман евĕр каш! кашлать...»

Паянхи пурнăç ÿкерчĕкĕ чуна ыраттарать% хуçалăхĕ те, хăмла пахчисем те çук. Районĕпе илсен хальхи вăхăтра «Агрохмель» организацире кăна хăмла çитĕнтереççĕ. Борис Семенов ертÿçĕ пуçаруллă пулнăран агрофирма хăмла çитĕнтерес ĕçре хастар тăрăшать.

Ершепуç çывăхĕнчи хăмла плантацийĕсем аякранах курăнаççĕ. Унта та, кунта та ĕç шавĕ тăрать. Пĕр пахчинче вăйпитти арçынсем тăрăшаççĕ. Лев Курманин хурçă учĕпе хăмла йăранĕсене культиваци тăвать. Станислав Краснов, Виктор Филиппов, Валерий Бурмистров «симĕс ылтăна» мочевинăпа апатлантараççĕ. Азотлă удобренине Юрий Алексеев механизатор вăхăтра турттарса тăрать. Юрий Петрович ял хуçалăх отраслĕнче 40 çул ытла вăй хурать.

– Хура çĕре шуратса хăварнă тесе канса лараймăн. Хăмла пахчисенче ĕçĕ-хĕлĕ темĕн чухлех,– терĕ вăл.

Тепĕр уя хăвăртрах çитес тесе çырма урлă каçрăм. Сĕтеклĕ симĕс курăка çиекен лаша кĕçенсе илчĕ те пуçĕпе сулларĕ. «Санăн малалла утмалла», – тесе çул кăтартасшăн пулчĕ-ши; Анлă уя çитрĕм. Кунти плантацире этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ вăй хурать. Хĕрарăмсем çĕр çумĕнче ÿсекен хăмлана çип тăрăх явăнтараççĕ, çав вăхăтрах çумкурăк çумлама та ĕлкĕреççĕ.

Хăмла ăстисенчен пĕри – Светлана Васильева. Вăл «Агрохмель» хуçалăх йĕркеленнĕренпех тимлет. Малтанах дояркăра вăй хунă, кайран бригадăна куçнă. Калас пулать, ĕç биографине Светлана Николаевна Шупашкар районĕнчи «Ольдеевский» совхозран (халĕ – «Ольдеевская» агрофирма) пуçланă.   Тăрăшуллă хĕрарăмăн кил-хуçалăхĕ çирĕп, мăшăрĕпе – Виталий Николаевичпа – пилĕк ĕне усраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме ывăлĕпе кинĕ те пулăшаççĕ. Светлана Николаевна ирхи ĕçсене пуçтарнă хыççăн «симĕс ылтăн» уйне васкать.

– Хăмла ĕрчетес ĕçри вăрттăнлăхсене пĕлетпĕр,– терĕ Светлана Николаевна. – Кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах тухăç илес тесе мĕнпур вăя хурăпăр.

Хăмла плантацине пынă кун Светлана Васильевăпа пĕрле Эльза Ямщикова, Роза Яковлева, Полина Ефремова, Раиса Николаева, Анастасия Якушина, Альбина Алексеева ĕçлетчĕç. Агрофирма ертÿçи Борис Семенов каланă тăрăх, хăмла пахчисенче вăтамран 10–15 çын тăрăшать.

«Симĕс ылтăн» лаптăкĕ тата 4 гектар пысăкланмалла. Агрофирмăра хальхи вăхăтра пулас плантаци никĕсне хываççĕ, юпасем вырнаçтарассипе тимлеççĕ. Кĕркунне ку вырăнта çамрăк хунавсем лартса хăварĕç. Вĕсене вара ача пăхнă пек çитĕнтермелле иккен. Хăмла виçĕ çултан лайăх тухăç пама тытăнать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика