ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Юман пек çирĕп сывлăхлă пул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2019 13:47 Просмотров: 43

Тĕпчевçĕсен шучĕпе, чăвашсем халь пурăнакан вырăна вăтамран 500 çул каялла куçса килсе вырнаçнă. Малтанах кунта талккăшпех вăрмансем кашласа ларнă иккен. Çавăн пекех вĕсен йывăçсене тăпăлтарса пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тыр-пул акмалăх çĕр лаптăкĕсем тума лекнĕ.

Ман шутпа, çакăн çинчен уйсемпе çырмасенче, унта-кунта пĕччен упранса юлнă хурамасем, хырсемпе юмансем нумай та пулмасть каркаланса ларни уççăн кăтартса парать. Вĕсемшĕн вăйлă çил-тăвăл та хăрушă пулман пулас. Унтах ула курак, чана, чакак, тăмана хÿтлĕх тупнă. Йывăçсен хăвăлĕнче йăва çавăрса чĕпписене ÿстернĕ, вĕсен сулхăнĕнче выльăх-чĕрлĕх те, çынсем те выртса-ларса каннă.

Пирĕн Уйкас Кипек уй-хирĕнче, халăх астăвасса, пĕчченшер ларакан тăхăр йывăç пурччĕ. Çав вырăнсене халăх хăйне май ят панă: Хурама варри, Икĕ хурама варри, Хыр çырми тата ытти те. Колхоз пахчи çывăхĕнчи чи çÿллĕ хыр тăрринче кашни çул çăхансем кранклататчĕç, чĕпписене ÿстеретчĕç.

Пурăна киле йывăçсен тураттисем хуçăлса анчĕç, каярахпа вуллисем те тÿнчĕç. Халь унашкал йывăçсем тавралăхра та курăнмаççĕ. Юлашки хыр ял çывăхĕнчи çил арманĕ çумĕнче ларатчĕ. Унăн туни пăяв пек пĕтĕрĕнсе ÿснĕччĕ. Юлашкинчен вăл та хăех тÿнсе кайрĕ, трактористсем ăна сĕтĕрсе çил арманĕ патне кăларса пăрахнăччĕ. Унтах çĕрсе тăпра пуличчен выртрĕ вăл.

Çакна палăртса хăварсан та ытлашши пулмĕ. Авалхи йывăçсене халăх нихçан тивмен, упранă. Йывăр, вут-шанкă çитмен çулсенче те пуртă айне туман вĕсене.

Пирĕн ял ĕлĕкренех симĕс, урамсем тăршшĕпех йăмра ÿсет. Анкартисенче улмуççи, чие çырли, хурлăхан тата ытти усăллă тĕмсем çитĕнеççĕ, çутçанталăка илем кĕртеççĕ.

Хăшпĕр вырăнсенче авалранпа тăрса юлнă çирĕп йывăçсем хутран-ситрен халĕ те тĕл пулкалаççĕ. Акă, Çĕньял Нурăс çывăхĕнче çитĕнекен пысăк юман халĕ те çулçă кăларса симĕсленет. Унăн ĕмĕрне 440 çулпа танлаштараççĕ тĕпчевçĕсем. Çав лапсăркка йывăç çывăхĕнчи илемлĕ лаптăкра ял-йышпа хăнисем кашни çул, çурхи хĕрÿ ĕçсем вĕçленсен, уяв ирттереççĕ, иртнĕ çула пĕтĕмлетеççĕ, ĕмĕт-тĕллеве палăртаççĕ, юрласа-ташласа савăнаççĕ, пĕр-пĕрне юман пек çирĕп сывлăх сунаççĕ.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ