Ырă туйăм ырă тăвать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2019, 13:48 Просмотров: 268

Ырă çыннăн ĕçĕсем те, шухăш-кăмăлĕ те çутă. Хураçырмари Ели-завета Григорьевна Лу-кинапа калаçнă хыççăн пуçа чи малтан çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ.

Ырăлăхĕ унра, чăн та, тапса тăрать. Шăпа Елизавета Григорьевнана çамрăклах сывлăх тĕлĕшĕнчен аптăратма çырнă пулин те, хăйĕн пурнăçне пĕртте ÿпкелемест вăл. Теприсем кăшт сунасланинчен те тĕнче анлăш инкек туса хураççĕ. Елизавета Григорьевна вара хăйне нихăçан та хĕрхентерттерес тесе шутламан. 26 çул ал-ури ыратнипе нушаланать вăл, 16 çул пÿртрен те тухаймасть, кил тăрăх костыльсемпе кăна çÿрет. Çапах та нăйкăшса-ачашланса ларас йăла пулман унăн.

Елизавета Григорьевнан калаçăвĕнче пĕр сивлев сăмахĕ те пулмарĕ. Ачалăха та, ĕç тапхăрне те ăшшăн аса илет. Вăл ку ялтах çуралнă. Пилĕк ачаран – чи кĕçĕнни. Ашшĕпе амăшĕ – Григорий Николаевич Николаевпа Матрена Архиповна Николаева – ывăл-хĕрне çав тери ырă тĕслĕхпе, хăйсем пекех ĕçчен ÿстернĕ. «Пĕр-пĕринпе вăрçăннине-харкашнине нихăçан та курман вĕсене. Хăнана нумай чĕнетчĕç, анчах та аттепе анне ĕçкĕрен ÿсĕр килнине пĕрре те астумастăп», – тет Елизавета Григорьевна.

Ашшĕ йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Амăшне шăпа вăрăм кун-çул парнеленĕ – вăл 96 çула çитиччен пурăннă.

Елизавета Григорьевна Вăрнарти совхоз-техникумра бухгалтерта тăрăшнă. Кашни кунах Ершепуçне çырмасем тăрăх утнă. Çуркунне-кĕркунне уйрăмах хĕнлĕ пулнă. Шыва кĕрсе ÿксе ĕçре кунĕпе йĕпе пушмак-чăлхапа ларни сыпăсене айăпланă та ĕнтĕ. Анчах çамрăк чухне чир-чĕр çинчен шутлама вăхăт пулман. «Пирĕн коллектив питĕ туслăччĕ. Эп Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа кăна вĕреннĕ. Çавăнпа ман пĕлÿ те сахалрах пулнă пулĕ. Пĕрле ĕçлекенсем пулăшса-вĕрентсе пычĕç. Нина Петровна Семенова, Валентина Николаевна Ямщикова, Людмила Витальевна Ермолаева, ыттисем лайăх учитель вырăнĕнче пулчĕç», – кăмăллăн аса илчĕ вăл.

Ĕçленĕ вăхăтра пуçлăх хисепне, тавне пайтах тивĕçнĕ. Тен, çакă тăрăшулăха пушшех ÿстернĕ пулĕ.

Сакăр теçеткене çитнĕ пулин те сăн-сăпат илемĕ çухалман унра. Çамрăк чухне вăл картина çинчи пек чиперлĕхпе палăрни пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Совхоз-техникумра ĕçленĕ чухне пĕр çулхине ăна та Шупашкара пыл сутма кайма тивнĕ. Пуçне сарă пурçăн тутăр çыхнăран пулĕ унăн таса кăвак куçĕсем пушшех те илемлĕ курăннă. Пĕр ватă çын чылай сутуçăн пылне пахаланă, туянма вара Вăрнарти совхоз-техникумăнне суйласа илнĕ. «Эсир хитре пулнишĕн туянатăп», – тенĕ имĕш вăл Елизавета Григорьевнана. Ку историе Хураçырмари пĕр хĕрарăм каласа кăтартрĕ.

Елизавета Григорьевна ял-йышра хисепре пулни çакăнтан та курăнать. Кам сĕт килсе парать ăна, кам килти ĕçсене туса пулăшать. Нумаях пулмасть ял çыннисем пÿрт тăррине улăштарса, сăрласа панă. «Пĕр ялсене тав тума сăмах те çитмест. Манмаççĕ, килсех çÿреççĕ, пурнăçпа кăсăклансах тăраççĕ», – хĕпĕртесе калаçрĕ вăл.

Ырă туни ырăпах таврăнать çав. Хăй çÿренĕ-ĕçленĕ тапхăрта Хураçырмара пурăнакансене ял Советĕнчен справкăсем çыртарса килсе панă вăл, пурне те пулăшма тăрăшнă.

Мăшăрĕпе икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ те медицина тытăмĕнче тăрăшаççĕ. Тăван амăшĕ патне ылмашăнса кашни эрнерех килсе çÿреççĕ, пÿрт-çурта тирпейлесе тăраççĕ. Сăмах май калас-тăк, килĕ калама çук тасалăхпа уйрăлса тăрать. Маларахри çулсенче ачисем киличчен кăмака хутса кукăль-шаркку та пĕçернĕ вăл. Уйрăмах икĕ мăнукĕ кăвайт çинче пĕçернĕ икерчĕсене килĕштернĕ иккен. «Чăн-чăн икерчĕсем», – теççĕ вĕсем.

Юратнă çынни, вăл та ĕмĕрĕпех совхоз-техникумра вăй хунăскер, вунвиçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ. Пĕртăванĕсенчен пурте пурăнаççĕ, кĕçĕн йăмăкне пулăшсах тăраççĕ. Иккĕмĕш аппăшĕ – Мария Григорьевна – Хураçырмара пурăнать. Кашни кунах кĕрсе пĕртăванĕн сывлăхĕпе кăсăкланать вăл, лавккаран тавар илсе килсе парать.

Елизавета Григорьевна вăхăта ирттерме хаçат-журнал нумай вулать. Район-республика пурнăçĕнчен юласшăн мар.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика