«Çĕнтерÿ çулне» юратни – ĕмĕрлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2019, 13:50 Просмотров: 215

Хаçат вулакан çын пурнăç таппинчен юлмасть çеç мар, унăн ăс-тăнĕ те, шухăшлавĕ те çивĕч. Шел те, паянхи кун нумай çемьен почта ещĕкĕсем пичет изданийĕсемсĕр тунсăхлаççĕ. Çакă вĕсем нимĕнпе те кăсăкланманнипе çыхăннă, ахăртнех.

«Çакнашкаллисенчен тĕлĕнетĕп. Районта пурăнакан çыннăн район хаçатне вуламаллах», – тет, акă, Хураçырмара пурăнакан Татьяна Николаева. Вăл «Çĕнтерÿ çулне» çеç мар, республикăри темиçе район хаçатне та илсе тăрать.

– Мĕн пĕчĕкрен астăватăп, пирĕн килте «Çĕнтерÿ çулне» нихăш çул та çырăнмасăр хăварман. Ăна юратса вуласа ÿснĕ. Çавăнпах ĕнтĕ атте-анне çунатти айĕнчен тухсан ăна хам уйрăммăн çырăнма тытăнтăм. Кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп, – пĕлтерет Татьяна Германовна. – Пурăннăçемĕн ытти район хыпарĕсене те пĕлес илме пуçларĕ. Пирĕн ялсем Йĕпреç районĕпе чикĕленеççĕ, юнашарах ак Пĕчĕк Упакассипе Пысăк Упакасси ялĕсем. Çавăнпа та ку район хаçатне те çырăнма тытăнтăм. Çыннисене палламас-пĕлмес пулин те йĕпреçсем мĕнле пурăнни, мĕн ĕçлени питĕ кăсăклă.

Кунпа кăна çырлахман Николаевсем, çемье канашĕнче Элĕк район хаçатне те çырăнса илме калаçса татăлнă. «Ман мăшăр Вăрмар районĕнчен. Çавăнпа та унти хаçата та пĕр вăхăт илсе тăтăмăр. Анчах та ман чуна вăл ытлашши выртмарĕ, содержани-сюжечĕпе тыткăнлаймарĕ», – калаçăва малалла тăсрĕ вăл.

Информаци тĕнчи илĕртÿллĕ çав. Амăшне кура Наташа хĕрĕ те район хаçачĕсемпе хытах туслашса кайнă. Вăл Интернет урлă Канаш район хаçатне вулама тытăннă. Çемье малашлăхра ăна та çырăнса илес шухăшлă.

«Паллах, хаçат нумай, анчах та хамăрăн «Çĕнтерÿ çулĕ» пурпĕр ытларах килĕшет. Вăл мĕнпур темăна çĕклет, район çыннисемпе нумай паллаштарать», – тет Татьяна Германовна.

Маларах вăл Вăрнарти çĕвĕ фабрикинче, унтан КБО-ра вăй хунă. Халĕ «Агрохмель» агрофирмăра кладовщикра тăрăшать. Ĕçре те, ял-йышра та пысăк хисепре.

Татьяна Германовна тăван ялĕ ватăлса-пушанса пынишĕн çав тери кулянать. Çав вăхăтрах Всеволод Кудрявцев, пĕртăван Антоновсем пек çамрăксем ялтах тăрăшса ĕçленишĕн савăнать. «Хамăр та, аслисем, айăплă пулĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ялти пурнăç йывăр, тĕллеве пысăк хуласенче тупмалла тесе вĕрентетпĕр. Çакă та ялтан пистерет пулĕ», – шухăшлăн калаçать вăл.

Мăшăрĕпе, Геннадий Михайловичпа, икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Ачисем, телее, çывăхрах тĕпленнĕ. Куç тулли икĕ мăнукĕ аслашшĕ-асламăшне чунтан савăнтараççĕ.

Николаевсем – ĕçчен, кăмăллă çынсем. Татьяна Германовна, акă, ялти чирлĕ пĕр ватăна пăхать-пулăшать. Ăна та «Çĕнтерÿ çулĕн» кашни номерне вуласа парать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика