Чыс, яваплăх – малти вырăнта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.06.2019, 13:52 Просмотров: 254

Кашниех хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме, пулăшу ыйтма шурă халатлă çын патне каять.

«Медицинăна килсен кашни специалистах лайăх врач пулма ĕмĕтленет, – тет районти тĕп больницăн врач-хирургĕ Сергей Илюткин. – Чи кирли – ăçта ĕçлени мар, мĕнле ĕçлени! Укçа-тенкĕне мар, çынсене юратни, вĕсене пулăшма тăрăшни!»

Хирурги уйрăмĕн ертÿçи хăйĕн тивĕçне таса чунпа пурнăçлать. Малашлăхлă çамрăк специалист ĕçтешĕсен хисепне, пациентсен шанăçне пысăк профессионализмпа, çивĕч ăс-тăнпа, тимлĕхпе, ыркăмăллăхпа çĕнсе илнĕ.

Сергей Владимирович аслă шкулта илнĕ пĕлÿпе кăна çырлахса лармасть, хăйне тăтăшах аталантарать. Тепĕр чухне çав тери йывăр пациентсене йышăнма тивет пулин те çухалса каймасть вăл, операци сĕтелĕ умĕнче те хăйне профессионал пек тытать.

«Маншăн профессионализм критерийĕ – пациент сывални. Эп врач, манăн çынсен пурнăçне çăлмалла, вĕсене тăванĕсем, пурнăç хаваслăхĕ, ĕç патне тавăрмалла. Хам профессипе тивĕçлипе мăнаçланатăп», – тет Сергей Илюткин.

Çамрăк врач чыс, совеç тата яваплăх пирки нихăçан та манмасть. Ĕçтешĕсем, пациентсем хушшинче вăл сывă пурнăç йĕркине активлă пропагандăлать. Район тĕп больницинче иртекен мероприятисене хастар хутшăнать.

Сергей Илюткин Патăрьел салинче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухсан Мускаври «Çемье тухтăрĕ» обществăра хирурги уйрăмĕн врач-хирургĕнче тăрăшнă. Виçĕ çул каялла пурнăçне Вăрнар халăхне сиплессипе çыхăнтарнă.

Елена МИНАЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика