ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Кăтартуллă ĕçшĕн – наградăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.06.2019 13:53 Просмотров: 42

Хÿтлĕхсĕр, чирпе аптăракан çынна сиплевпе пĕрлех ырăлăхпа ăшăлăх, хĕрхенни-хавхалантарни çав тери кирлĕ. Çак çынлăх туйăмĕсене мала кăларакансен ĕçлемелле те вĕсемпе. Хĕрхенме пĕлекеннисен, кирек кама ним ыйтмасăр пулăшма хатĕррисен.

Çак сăмахсем кашни саламра тенĕ пекех янăранă Социаллă ĕçченĕн кунне халалланă уявра. Савăнăçлă мероприяти, социаллă сферăра тимлекен 6 пин енне сотрудника чысласа, тĕп хулара анлăн иртнĕ. Йывăр лару-тăрури çынсен пурнăçне çăмăллатассишĕн-хăтлăлатассишĕн тăрăшакан ĕçченсен ячĕпе Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та салампа тав сăмахĕсем янă.

Уявăн чи хумхануллă саманчĕ, паллах, – уйрăммăн палăрнă ĕçченсен чыславĕ. Уяв сцени çине хăпарма тивĕçнисен шутĕнче Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн хастар сотрудникĕсем те пур. Вĕсенчен пĕри – пурнăç тăршшĕпе ку учрежденире ырми-канми вăй хуракан врач-психиатр, уйрăм заведующийĕ Сергей Всеволодович Яковлев. Ятлă-сумлă, пуян опытлă тухтăр, сиплев ĕçне чунтан парăннăскер. Чирлисен пурнăçне çăмăллатассине хăйĕн таса тивĕçĕ вырăнне хурать вăл. Унăн кашни кунĕ пулăшу кирлисен çумĕнче иртет. Интернатра ăс-тăн тата неврологи енĕпе кăлтăклисем сипленнине шута илсен, тухтăрăн ĕçĕ чăнах та çăмăл мар.

Апла пулин те, чи хисеплĕ аслă ĕçтешĕсен сĕнĕвĕсене, çав вăхăтрах паянхи медицина сĕнекен çĕнĕ мелсене те хастар усă курнăран сиплев кăтартăвĕсем аван. Хăйĕн опытне ытти ĕçтешĕсемпе пайлама та шеллемест вăл – Чăваш енри психиатрсен ассоциацийĕн ĕçне активлă хутшăнать, медицина канашĕнче лекцисем вулать.

Тухтăра хисеплени интернатра тимлекенсен сăмахĕсенчен те яр уççăн сисĕнет. Пултаруллă специалист пулнисĕр пуçне çав тери ăслă-тăнлă, пысăк чун-чĕреллĕ çын теççĕ ун пирки. Ĕçтешĕсем ăна вĕрентÿллĕ канашĕсемшĕн, ăнланулăхшăн тав тăваççĕ.

Кăçал, акă, Сергей Всеволодович Пĕтĕм Раççейри «Социаллă тивĕçтерÿсем паракан учрежденин чи лайăх ĕçченĕ» конкурсăн республикăри тапхăрĕнче «Социаллă ĕçре нумай çул вăй хунăшăн» номинацире тивĕçлипе çĕнтернĕ. Дипломпа ăна шăпах уявра наградăланă. Халĕ вăл Чăваш ен чысне Раççей тапхăрĕнче хÿтĕлеме хатĕрленет.

Пысăк чыса интернатăн аслă медицина сестри Людмила Григорьевна Григорьева та тивĕçнĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн тата социаллă ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна уяв сцени çинче Раççей Федерацийĕн Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Ăнсăртран мар, Людмила Григорьеван ку учрежденири ĕç стажĕ 1987 çултанпа – ун чухнехи Калининăри сусăр ачасен çуртне (каярахпа – интернат) вырнаçнăранпа – çырăнать. Ăста специалиста 1993 çултанпа аслă медицина сестрин ĕçне шаннă. Тивĕçĕсем, чăн та, сахал мар ĕнтĕ: йĕркелÿпе методика тата тĕрĕслев ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех ун çинче. Медицина ĕçченĕсен професси чирĕсене асăрхаттарассине, ытти ыйтусене тимлĕхре тытать. Специальноç енĕпе хăй пĕлĕвне пĕрмаях анлăлатать. Ертÿлĕх енчен те, ĕçтешĕсем хушшинче те пысăк хисепре.

Сăмах май, Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче те ытларикун Социаллă ĕçченĕн тата Медицина ĕçченĕн кунĕсене пĕрлештерекен уяв иртнĕ. Савăнăçлă лару-тăрура Лариса Ананьева шеф-повара тата ĕç сыхлавĕпе тимлекен специалиста Виталий Степанова Чăваш ен Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотипе, Валентина Тарасова повара Тавĕпе чысланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ