Вăрнарсем те Астăвăм акцине хутшăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.06.2019, 13:54 Просмотров: 337

Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе вăйлатасси, историлле ăстăвăма сыхласа хăварасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуç хунисен ячĕсене ĕмĕрлĕх асра тытасси – çакăн пек тĕллевпе иртрĕ «Пĕр ывăç Астăвăм» акци Вăрнар районĕнче.

Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотизм мероприятине пирĕн тăрăхра юнкун Хирпуçĕнчи Александр Платонович Платонов салтакăн вилтăприйĕ тата Вăрнарти тăванлăх масарĕ çинче йĕркелерĕç.

Александр Платонович Платонов красноармеец хаяр вăрçăн малтанхи уйăхĕсенчех – 1941 çулхи августра пуçне хунă. Вуншар çул ун ячĕ хыпарсăр çухалнисен йышĕнче пулнă. Чунĕ 77 çул иртсен кăна çуралнă çĕр çинче канлĕх тупрĕ – ун юлашкийĕсене 2018 çулхи апрельте Хирпуç масарĕнче тăванĕсемпе юнашар чыслăн пытарчĕç.

Александр Платонов салтакăн юлашкийĕсене 2017 çулта Смоленск облаçĕнчи Ярцево çывăхĕнче ку регионăн «Штурм» шырав отрячĕ тупнă. Пирĕн ентеше вилĕм медальонĕ тата «Платонов» тесе çырнă кашăк тăрăх палăртнă. Тăванĕсем, паллах, ун юлашкийĕсене тÿрех çуралнă çĕре илсе килес тесе шутланă.

Юнкун акци йĕркипе паттăр салтакăн вилтăприйĕ çинче иртнĕ хумхануллă пулăма ентешĕсем йышлăн пайларĕç. Вырăнти влаç представителĕсем, Çĕрпел шкулĕн кадечĕсем, Александр Платоновăн тăванĕсем, ыттисем хутшăнчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Вăрнар районĕнче те эвакогоспиталь йĕркеленĕ. 3065 №-лĕскер, ача-пăча шăмăпа туберкулез санаторийĕн çуртĕнче вырнаçнă. Вăл ĕçленĕ 1941–1943 çулсенче унта нумай салтак сипленнĕ. Сывалнă хыççăн вĕсем каллех çĕршыва хÿтĕлеме тăнă. Сурансене пула вилнисене Вăрнарти масарта пытарнă. Тăванлăх вилтăприйĕ çинче 28 салтак канлĕх тупнă.

Хăй вăхăтĕнче кунта пытарнă çынсен кун-çул йĕрне палăртас тата тăванĕсене шыраса тупас тесе Вăрнарти 29-мĕш училищĕри «Шырав» клуб пысăк ĕç тунă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Валерий Павлович Яковлев ертсе пынипе унта 60 хĕрача ĕçленĕ.

1984 çулта Совет Союзне кĕнĕ мĕнпур республикăсен районĕсен хаçачĕсене çыру вĕçтернĕ клубран. Пĕтĕмпе виçĕ пин ытла. Вĕсене Вăрнар типографийĕнче пичетленĕ. Тĕлĕнмелле, «Клуб «Поиск» ведет поиск» çырăва пур хаçатра та кун çути кăтартнă. Çапла Вăрнарта канлĕх тупнă салтаксен тăванĕсемпе çыхăнма май килнĕ.

Пиллĕкĕн-улттăн Вăрнара та килнĕ: Удмуртирен, Ташкентран, ытти çĕртен. Валерий Павлович каланă тăрăх, Никитин паттăрăн хĕрĕ, акă, Южно-Сахалинскран çитнĕ. Унччен тăванĕсем ашшĕне ăçта пытарнине пĕлмен иккен.

Училищĕн «Шырав» клубĕ тăванлăх масарĕнчи паттăрсем тĕлĕшпе документсем, сăнÿкерчĕксем нумай пуçтарнă. Халĕ пур-ши вĕсем; Пур пулсан историшĕн мĕн тери хаклă тупра пулмалла...

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче паян та шырав отрячĕ пур. Çавăнпа ун представителĕ Альберт Ганеев, студентсем «Пĕр ывăç Астăвăм» акцие хаваспах хутшăнчĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Пĕр ывăç Астăвăм» акци çак тата ытти паттăрлăх тĕслĕхне çÿле çĕклеме май пачĕ. Мероприятие хутшăнакансем çĕнтерÿçĕ ăрăвăн хăюлăхĕпе иксĕлми вăйĕ ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ пулассине палăртрĕç.

Чи хумхануллă самант, паллах, икĕ вилтăпри çинчен те çĕр илсе салтак енчĕкне хуни пулчĕ. Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Андреев çак çĕр Раççей Хăçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп Храмĕн историпе мемориал комплексĕнче вырăн тупассине аса илтерчĕ. Ăна тултариччен вилнисене асăнса кĕлĕ иртрĕ – вĕсене Вăрнар тата Иртеменкасси пачăшкисем Александр атте тата Алексий атте вуларĕç.

Акци пирки Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Елена Голубцова ăнлантарчĕ.

«Пĕр ывăç Астăвăм» паянччен тăсăлать. Ун йĕркипе республикăри тĕп мероприяти Шупашкарта иртет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика