ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Владимир Путин халăхпа калаçрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.06.2019 13:56 Просмотров: 54

Раççей Президенчĕ кĕçнерникун Раççей гражданĕсен общество, политика, социаллă пур-нăçпа тата çĕршыв экономикипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Тÿрĕ лини» 4 сехет ытла тăсăлчĕ, Владимир Путин икĕ миллион ытла ый-туран 81-шне хуравларĕ.

«Тÿрĕ лини» ыйтăвĕсене июнĕн 9-мĕшĕнчех йышăнма пуçланă. Çавна май чылайăшне Владимир Путин халăхпа калаçма пуçличченех тишкернĕ.

Президент палăртнă тăрăх, вĕсенче халăха хальхи вăхăтра пăшăрхантаракан çивĕч самантсем палăраççĕ. Пурнăç пахалăхĕн тата тупăш шайĕ, сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăру, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çÿп-çап, çул-йĕр ыйтăвĕ малти вырăна тухать.

Владимир Путин çивĕч ыйтусене наци проекчĕсем татса пама пулăшассине палăртрĕ. «Çак мероприятисен тĕллевĕ – экономика аталанăвне çĕнĕ çул çине кăларасси, халăхăн тупăшне ÿстересси, çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Юлашки вăхăтра асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн кăмăллах мар йышăнусем те тума тиврĕ. Анчах ырă улшăну та çук мар, производство ÿсет, çынсен тупăшĕн шайĕ те хăпарать», – терĕ Президент.

«Темиçе çул каялла, уйрăмах 2016 çулта, пысăк йывăрлăхсем пулчĕç. Çынсен тупăшĕ палăрмаллах чакрĕ. Хальхи вăхăтра лару-тăру йĕркеленме пуçларĕ. «Сăрă схемăсемпе» ĕçлекенсене легализацилени те тупăш шайне лайăх витĕм кÿчĕ», – терĕ В.Путин.

Тÿрĕ эфирта кăтартнă виçĕ регионти ача-пăча диспансерĕ, онкодиспансер тата акушер пункчĕ… Вĕсене çеç мар, çĕршыври сывлăх сыхлавĕн çакнашкал чылай учрежденине пĕрлештерекенни – специалистсем çитменни, тухтăр патне лекме йывăрри, эмелсем çитменни… çак чăнлăх халăхран килнĕ ыйтусенчен пайăрланса тухнăскер.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче йывăрлăхсем пуррине çĕршыв ертÿçи те пытармарĕ. «Çынсене пулăшу паракан кирек хăш отрасльти пекех кунта та çивĕч ыйту нумай. Чи малтан виçĕ япалана – амбулатори пулăшăвĕпе тата эмелсемпе çителĕклĕ тивĕçтерессине, специалистсен дефицитне пĕтерессине – уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла», – терĕ Владимир Путин.

«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче çамрăк амăшĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене те чылай хускатрĕç. «Пĕчĕк ачашăн уйăхра 50 тенкĕ компенсаци пани ытла та кулăшла. Ĕçе тухаймăн, садикре черет вăрăм», – çамрăк хĕрарăм çапларах ыйтупа Президент патне видеошăнкăравпа тухрĕ.

Владимир Путин сăмахне çемьесемпе ачасене пулăшма хатĕрленĕ патшалăх программисем çинчен каласа панинчен пуçларĕ. Сăмахран, нумаях пулмасть пĕрремĕш тата иккĕмĕш ача çуралнăшăн паракан пособие çирĕплетнĕ. Регионсенче унăн виçи 11 пине яхăн. «Манăн шухăшăмпа – ку япăх мар пулăшу, – терĕ Президент. – 50 тенкĕ пирки калас-тăк, вăл бюджет укçи мар, ăна 1994 çулта предприяти-организаци ертÿçисене тÿлеттермелле тунă. Унтанпа ăна пĕр хутчен те пăхса тухса улăштарман. Халĕ çак тÿлеве ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштарма йышăннă».

Çапла майпа малашне 1,5–3 çулчченхи ачасене паракан пособи 10 пин тенке яхăн пулĕ. Ăна çĕршыври çемьесен 70 яхăн проценчĕ илме пултарĕ. Çавăн пекех, Президент пĕлтернĕ тăрăх, демографи лару-тăрăвĕ çивĕч регионсенче хушма пулăшу мерисене – виçĕ ачаллă çемьесене ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ пособи парса тăма – палăртнă.

Президент «тÿрĕ лини» валли килнĕ ыйтусен хушшинче нумай ачаллă çемьесен ипотекипе çыхăннă ыйтусене – икĕ тата ытларах ачаллă çемьесене 6 процентлă ипотека пама йышăннă. Чăннипе, ăçта çав процентсем; – асăрханине пĕлтерчĕ. Шел те, Владимир Путин каланă тăрăх, ку енĕпе йывăрлăхсем çук мар. Çынсене банксемпе çак ыйтăва татса пама йывăр, мĕншĕн тесен кредит учрежденийĕсем нумай ачаллă çемьесен проценчĕсене пăхса тухса çĕнĕрен шутласа парасшăн мар. Президент палăртнă тăрăх, кунта РФ Правительствин йăнăшĕ те пур, Финанс министерстви те ку программăпа банксене компенсацилеме çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрман. Çапах та Владимир Путин 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен программăна кĕнисем 6 процентлă ипотека илме пултарнине шантарса çирĕплетрĕ.

Юлашки вăхăтра Раççейре çине-çинех коррупционерсене тытса чарни, вĕсен миллиарчĕсене тупни çинчен хыпарсем пулчĕç. «Çак йĕркесĕрлĕхшĕн яваплăха туятăр-и;» – кăсăкланчĕç Калининградран.

– Паллах, унсăрăн кун пирки эсир пĕлмесен те пултарнă пулăттăр. Патшалăх, халăх укçипе пуякансен киревсĕр ĕçĕсене асăрхамасăр хăварма юрамасть. Кунта икĕ ен те – укçа йăтаканни те, илекенни те – айăплă. Çавăн пеккисем пур çĕрте те пур. Хăшпĕр çĕршывра вĕсене 120–130 çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Ĕçĕ кунта айăплав калăпăшĕнче мар, айăплавран пăрăнса юлма çуккине ăнланнинче. Эпир ку енĕпе яланах тĕллевлĕн тата шелсĕррĕн ĕçленĕ, малашне те çаплах пулĕ, – терĕ вăл.

Телевизорпа мĕншĕн Раççей хĕçпăшалĕ пирки вĕçĕмсĕр кăтартаççĕ; Мĕнле вăрçа тата мĕнле тăшманпа çапăçма хатĕрленеççĕ; Ку ыйтусене Президент çунатлă каларăшсемпе хуравларĕ: «Тăнăçлăх кирлĕ-тĕк – вăрçма хатĕрлен. Хăвăн çарна тăрантараймасан юттине тăрантарăн. Раççей Федерацийĕ пачах та вăрçма хатĕрленмест. Çар тăкакĕсемпе вăл тĕнчере 7-мĕш вырăнта кăна тăрать. Эпир çак тăкаксене чакарса пыракан пĕртен-пĕр патшалăх». Унтан Владимир Путин Раççей çар техники енĕпе ыттисенчен икĕ-виçĕ утăм малта пынине палăртрĕ: «Анчах хальхи саманара патшалăх хăватне «Посейдонсемпе» виçмеççĕ. Экономика вăйĕпе палăртаççĕ. Çакăнпа эпĕ туллин килĕшетĕп. Эпир экономикăна вăйлатассишĕн, çавăн пекех наци проекчĕсем пулăшнипе те, ĕçлетпĕр».

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ