Арçынсене – сиплев хусканăвĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 13:59 Просмотров: 291

Ытларах лармалли ĕç арçын сывлăхне япăх витĕм кÿрет. Çакă потенцишĕн япăх, простатита аталантарать.

Остеохондроз, геморрой, тула каяйманни, пĕтĕм организм вăйĕ чакни, сăлтавсăр тарăхни тата депресси – ĕç вырăнĕнче талăкра 6–9 сехете яхăн ларакан арçынсем çак чирсемпе те аптăрама тытăнаççĕ.

Вĕсене асăрхаттарас ĕçре зарядка нумай пулăшать. Ăна кашни ир туни усăллă, çавăн пекех кун тăршшĕпе – ĕçре те. Зарядка юн çаврăнăшне лайăхлатать.

Арçынсен сутана шăмми тĕлĕнчи юн тымарĕсене çирĕплетекен упражненисем тумалла.

Зарядкăна çак йĕркепе пурнăçласан аван:

Пуçпа тĕрлĕ еннелле çаврăмсем тумалла.

Алăсене умнелле тата хыçалалла сулламалла.

Тăватă еннелле те пĕшкĕнмелле.

Сутана шăммине сехет юппине май тата хирĕç çавăрттармалла.

Зарядкăна кукленÿ упражненийĕсемпе вĕçлемелле.

Гимнастика валли нумай вăхăт кирлĕ мар – вунпилĕк минута яхăн çеç. Физкультурăпа туслашăр – сывлăхлă пулăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика