Республика кунĕ: тĕп самантсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 14:01 Просмотров: 334

Республика кунĕ яланхиллех паллă пулăмсемпе пуян иртрĕ. Ун йĕркипе Шупашкарта кăна мар, кашни районтах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç, Чăваш ене, ун ĕçчен çыннисене мухтарĕç.

Пирĕн район çыннисене «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль йĕркипе Волгоград облаçĕнчи «Зори России» ушкăн савăнтарчĕ.

Паллах, тĕп программа хăнасене, ĕç çыннисене Шупашкара йыхравларĕ. Июнĕн 21–24-мĕшĕсенче Хĕрлĕ площадьре «Регионсем – чикĕсĕр пĕрлешсе ĕçлесси» курав ĕçленĕ. Унта хутшăнакан предприятисен шучĕ пысăклансах пырать. Кăçал курав тĕрлĕ отраслĕн 100 ытла организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Ку йышра Вăрнарти аш-какай комбиначĕ те пуррине палăртма кăмăллă. Вĕсен продукцийĕн куравĕ хăй тавра чылай халăха пуçтарнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та уяв вăхăтĕнче агрохолдинг ĕçченĕсемпе уççăн калаçнă. Экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă тавар туса кăларнăшăн тав тунă.

Республика кунĕ йĕркипе Шупашкарта вун-вун мероприяти иртнĕ. Çĕнĕ троллейбус маршручĕ, çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă. Концерт программисем тулăх. Тĕп хулара пурăнакансемпе ун хăнисене 242 пултарулăх ушкăнĕпе уйрăм юрăç саламланă.

Пĕтĕм çĕршыври «Руç ăстисем» конкурсра Раççейри 31 регионти 87 ăста ăмăртнă. Вăл иккĕмĕш çул Сĕнтĕрвăрринче иртнĕ.

Республика кунĕнчех пĕтĕм чăвашсене хăй тавра Акатуй пуçтарнă. Унта 16 регион хутшăннă. Çĕрпе суха туйне Театр çулталăкне халалланă. Уяв тĕлне мĕнпур хăнана сăйлама 30 метр тăршшĕ, 360 кг таякан хуплу пĕçернĕ.

Акатуй йĕркипе «Выля, хуткупăс» конкурс та пулнă. Унта Кушар Юнтапари купăсçăсен «Кушар ен» ансамблĕ те пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Республика кунĕнче Шупашкарта «Чăваш ен – Раççей чĕринче» пĕрлехи хорăн концерчĕ те иртнĕ. Унта пĕрлешнĕ 1,5 пин çын хушшинче районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ тата «Вăрнар ен» ветерансен халăх хорĕ те пулнă.

Кăçал тĕп хуламăрпа пĕрлех Республика кунне Улатăр тăрăхĕнче те уявланă. Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль йĕркипе унта Вăрнар районĕнчи «Санар» фольклор ушкăнĕ тата Дмитрий Иванов уйрăм юрăç хутшăннă. Вĕсем шăрантарнă чăваш такмакĕсем, илемлĕ юрăсем пухăннисене тыткăнланă çеç мар, ташă çаврăмне те тăма хистенĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика