Хастарлăх чакмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 14:02 Просмотров: 281

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 5 уйăхра мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 16242 тонна сĕт туса илнĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 7522 тонна.

Ĕнесен тухăçлăхĕ «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ÿснĕ, 2876 – 2419 килогрампа танлашнă.

Çак тапхăрта мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 2291 тонна аш-пăш туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç кăтартăвĕ – 1662 тонна, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 217,3 тонна (15 процент) нумайрах. Аш-пăш туса илессипе, вырнаçтарассипе уйрăмах аш-какай комбинатĕнче, «Хорнзор» кооперативра ăнăçлă тимленĕ.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 17444 пуç (çав шутра – ĕнесем 7611 пуç) тата 18390 пуç сысна шутланнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх пĕтĕмпе – 8149 пуç, ĕнесем – 3054, сыснасем – 17007 пуç. Пилĕк уйăхри кăтартусем фермăра тăрăшакансем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетеççĕ, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 694 пуç, ĕнесем – 171, сыснасем 2925 пуç хушăннă. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатас тĕлĕшпе пуринчен ытла «Победа», «Янгорчино», «Знамя», «Хорнзор», «Броневик» хуçалăхсенче, аш-какай комбинатĕнче тăрăшни курăнать.

Çак тапхăрта çамрăк выльăхсем 1720 пуç хушăннă, 100 ĕнерен 41 пăру е иртнĕ çулти çак тапхăртинчен 3 пуç ытларах илнĕ. Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсенчи, аш-какай комбинатĕнчи ĕнесем ытларах пăруланă.

Пилĕк уйăхра 12022 сысна çури илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2817 пуç нумайрах.

Чăваш Республикин патшалăх статистикин пилĕк уйăхри кăтартăвĕсем тăрăх, Вăрнар районĕ пĕр утăм та каялла чакман – сĕт туса илессипе тата ĕнесен йышĕпе республикăра каллех иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тăван ен аш-пăш туса илессипе, вырнаçтарассипе тата мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхпе сыснасен шучĕпе те палăрнă, виççĕмĕш вырăна тухнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика