Космонавта сума суса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 15:51 Просмотров: 351

Андриян Николаев Вăрнар тăрăхне килĕштернĕ, унăн çыннисене хисепленĕ

Кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче чăваш халăхне тĕнчипе чапа кăларнă мухтавлă ентешĕмĕр икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик çуралнăранпа 90 çул çитет.

Шел, шăпах вунпилĕк çул каялла, утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Шупашкарта унăн чĕри тапма чарăннă. Çав кун çанталăк та хурланчĕ тейĕн – шалкăм çумăр чарăнмасăр çурĕ. Синкерлĕ хыпара пĕлнĕ хыççăн сисмесĕрех куççуль шăпăртатса анчĕ. Мĕнле-ха çапла пулса тухрĕ; Эпир те, вăрнарсем, пĕчĕк ушкăнпа Андриян Григорьевичăн 75 çулхи юбилейне хутшăнма килĕшнĕччĕ. Кăшт маларах космонавтăн хресна хĕрне – Юльăна – тупма май килчĕ. Вăл аякра пурăннăран çырупа çыхăнтăмăр. Юля чĕннĕ вăхăтра тăван тăрăха çитме шантарчĕ.

Юлия Николаевна Иванова, 1962 çулхи кĕркунне çуралнăскер, Мăшавăш вăрманĕнчи лесник пÿртĕнче сăпкара канлĕн çывăрнă. Çав кун Андриян Николаев, çуралнă çĕршывне килсе çитнĕскер, хĕл илемĕпе илĕртекен вăрмана пĕчĕк ушкăнпа сунара тухма шутланă. Чăн та, ухутаран пуш алпах таврăннă. Кунĕпе çÿресе ĕшеннĕскерсем кăштах канса илес тĕллевпе лесник патне кĕнĕ. Сăпкари хĕрпĕрчине курсан Андриян Григорьевич йăл кулса илнĕ те: «Хĕресна ашшĕ çук пулсан мана килĕшмĕр-ши;» – тенĕ лесникпа мăшăрне. «Пирĕн хĕрачан хреснашшĕ – космонавт! Эпир хаваспах çураçатпăр!» – савăнăçне пытарайман ашшĕпе амăшĕ.

– Ача сывлăхĕшĕн пĕрер черкке коньяк сыпрăмăр, – каласа паратчĕ Николай Иванов лесник. Эпир унпа Çарăклă вăрманĕнче çичĕ çул юнашар кордонсенче ĕçлерĕмĕр. Пăртасра ăна Караç Кулькки тесен лайăх пĕлетчĕç. Юля Пăртасри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Андриян Григорьевич хăйĕн хресна хĕрне астусах пурăннă. Сакăрвуннăмĕш çулсенче Вăрнар вăрман хуçалăхĕн директорĕ Николай Демьянович Тумаланов, Шупашкарта парти конференцине хутшăннă май Андриян Николаевпа тĕл пулса калаçнăскер, Ивановсем валли космонавтран салам илсе килнĕччĕ. Çакна вăл лесниксен канашлăвĕнче пĕлтернĕччĕ.

Маншăн Андриян Григорьевич пурнăçра ĕмĕрлĕхех ырă йĕр хăварчĕ. 1960 çулхи октябрьте эпĕ çар хĕсметне Смоленскра вырнаçнă авиаци чаçне лекрĕм. Çарти кунсем хăвăрт иртсе пычĕç. 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче пирĕн ентеш Андриян Николаев космоса вĕçнине пĕлтĕмĕр. Пирĕн хушăра Украина ачисем йышлăччĕ, туслă пурăнаттăмăр. Тĕнче уçлăхне чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ çĕкленнĕ май, мана, унăн ентешне, кĕрнеклĕ украинецсем çĕре пусма та памарĕç. Тепĕр кунне космоса Павел Попович украинец вĕçсе хăпарсан чаçре чăн-чăн уяв пулнăччĕ. Ăçта кайса кĕчĕ-ши çав вăхăтра пулнă халăхсен туслăхĕ; Паянхи Украинăри лару-тăру мана чĕререн хурлантарать.

Космосран таврăнсан пĕр вăхăт канса илнĕ хыççăн Андриян Николаев Смоленска килсе çитрĕ. Ăна космонавтсен отрядне шăпах пирĕн чаçрен илнĕ пулнă-мĕн. Ку хулана чунтан юратнăран чи малтан кунта килме шутлани çинчен пĕлтерчĕ вăл. Çак тĕлпулура мана мухтавлă ентеш ытамĕнче пулма тÿр килчĕ. Иккĕмĕш хут шăпа Андриян Григорьевичпа Çĕрпелте тĕл пултарчĕ. Шел, виççĕмĕшĕ пулаймарĕ.

Андриян Григорьевич вăрнарсене килĕштерни-хисеплени паллă. Космосран таврăнсан тепĕр эрнерен Смоленскра ентешне – Вăрнар ен каччине – хăйĕн ытамне илнĕ. Темиçе уйăхран Вăрнар вăрманне сунара килсе кайнă, лесник çемйин кумĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вĕçев хыççăн, 1975 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче, космонавт каллех Вăрнар районĕнче пулчĕ. Çĕрпел салинчи тĕлпулăва таврари ялсенчен те халăх йышлăн пухăннăччĕ.

Манăн çакăн пек сĕнÿ пур. Андриян Григорьевич Николаева асăнса-хисеплесе унăн юбилейĕ тĕлне Вăрнарта, халăх йышлă пулакан вырăнта, стенд йĕркелесен аван пулĕччĕ. Унта тĕрлĕ çулсенче Вăрнар тăрăхĕн çыннисем космонавтпа пĕрле çапăннă сăнÿкерчĕксене вырнаçтарма пулать. Историшĕн хаклă сăнÿкерчĕксем хăшпĕрисен килти архивĕнче халĕ те шанчăклă упранаççĕ тесе шутлатăп.

Василий ПЕТРОВ.

Туçи Çармăс.      

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика