Тĕрĕслевсем иртеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 15:51 Просмотров: 307

Кăçал республикăра çынсем пурăнакан вырăнсенчи çĕр участокĕсен патшалăх ка-дастр хаклавне ирттереççĕ. Тĕллевĕ – вĕсен кадастр хакне палăртасси. Ун тăрăх вара куçман пурлăх налукне шутласа параççĕ.

Çавăн пекех ку кăтартусене куçман пурлăхпа çыхăннă ытти ĕçсем (суту-илÿ, аренда, еткер) ирттернĕ чух та усă курма пултараççĕ.

Чăваш Республикинче ку енĕпе Юстици министерствин ятарласа йĕркеленĕ «Чуваштехинвентаризаци» учрежденийĕ тимлет. Унăн сотрудникĕсем пĕлтĕр капиталлă строительствăн 764 пин объекчĕн тата 135 пин çĕр пайĕн хаклавне пурнăçланă. Вĕсене Росреестрăн сайтĕнчи Патшалăх кадастр хаклавĕн даннăйĕсен фондне кĕртнĕ.

Кăçал та ĕç планĕ пысăк: ял-хулари 490 пин ытла çĕр участокне тишкермелле. Хатĕрленÿ ĕçне 2018 çултах пуçланă: çĕр пайĕсем пирки архивлă тата ытти информацие пухса тĕпченĕ.

Йăнăшсем пуласран хÿтĕленсе пирĕн республикăра тÿрлетÿсен уйрăм йĕркине те çирĕплетнĕ.

Паянхи куна «Чуваштехинвентаризаци» учреждени ял-хулари çĕрсен хаклавĕн малтанхи результачĕсене йĕркеленĕ. Тĕслĕх вырăнне – пилотлă хуласемпе районсем: Шупашкар, Канаш, Етĕрне, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисем, Муркаш сали тата Кÿкеç поселокĕ. Кăтартусем – учреждени сайтĕнче (www.chuvti.ru). Харпăрлăхçăсем, документсемпе çирĕплетсе, хăйсен çĕр пайĕсем çинчен сведенисене тÿрлетме пултараççĕ.

Тÿрлетÿсен иккĕмĕш йĕркипе килĕшÿллĕн, право хуçисен «Чуваштехинвентаризаци» учрежденин отчечĕн проекчĕ пирки те 50 кун хушшинче асăрхаттарусем яма май пур. Тĕрлĕ мелпе: нумай функциллĕ центрсем урлă, хăйсем килсе е почтăпа ярса тата Интернет урлă.

Учрежденин сайтĕнче республикăра иртекен кадастр хаклавĕ çинчен информацие эрнесеренех çĕнетсе тăраççĕ.

Кадастр хаклавĕ йăнăшсăр ирттĕр тесе Чăваш енре ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хунă. Ун йышĕнче – влаç органĕсен, Суту-илÿпе промышленность палатин тата бизнес представителĕсем. Кунсăр пуçне ĕçлĕ ушкăнсем районсемпе хуласенче те пур. Çитес вăхăтра «Чуваштехинвентаризаци» учреждени ĕçченĕсем районсемпе хуласене тухса кунта пурăнакансемпе тĕл пулма, хаклавпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма палăртаççĕ.

Çĕр пайĕсен хуçисене пĕлме: харпăрлăхçăсене асăрхаттарусемпе тÿрлетÿсене тăратма çăмăлрах пултăр тесе учрежденин сайтĕнче ятарлă памятка вырнаçтарнă. Учреждени адресĕ: Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8-мĕш çурт. Телефонĕ – (8352)57-03-07, электронлă почта адресĕ: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.

Ю.ЖИРНОВА,

Чăваш ен Юстици министерствин

пресс-секретарĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика