Ĕмĕр ирттересси – уй урлă каçасси мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 15:52 Просмотров: 344

Пурнăç çулне утса тухма мĕн чухлĕ чун хавалĕ, вăй-хăват, çĕкленÿлĕх, чăтăмлăх кирлĕ. Вăл пĕр кăлтăксăр, лайăх ирттĕр тесен çыннăн хайĕн ĕмĕрне пурăнма пĕлмелле. Шăпах çакнашкал çынсем Çĕрпел ял тăрăхĕнче ырă ятпа чыс-сума тата хисепе тивĕçнĕ Петровсем.

Кил хуçи Илья Петрович тата унăн мăшăрĕ Мария Романовна пурнăç çулĕ тăрăх пĕр-пĕрне юратса та куçран савса пăхса юнашар утма тытăннăранпа кăçал утмăл пилĕк çул çитрĕ.

Утмăл пилĕк çул! Нумай-и ку е сахал; Паллах, саманашăн самант пек туйăнакан вăхăт кăна вăл, анчах уйрăм çынсен кун-çулĕн тÿпинчен пăхас-тăк, самаях пысăк.

Хаклă япаласен пахалăхне тĕрĕс шута илме вĕренсе çитнĕ çынсем 65 çулхи мăшăрланăвне ахальтен тимĕр туй тесе палăртман ĕнтĕ. Çак тапхăр – çирĕплĕх, чăтăмлăх палли.

Илья Петровичпа Мария Романовна пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Вĕсен ачалăхĕпе яш-кĕрĕм тапхăрĕ йывăр вăрçă çулĕсемпе тĕл килнĕ. Тул çутăлнă-çутăлман ĕçе тухса кайнă та сĕм çĕрле тин киле таврăннă. Пĕтĕм асапĕ-терчĕ çирĕпленсе çитмен хулпуççисем çине тиеннĕ. Тăруках çемье çавăрма васкаман вĕсем. 24 çула кайсан çеç, 1954 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕрпел салинче çемье çавăрнă. Вĕсем иккĕшĕ те çити-çитми пурнăç тути-масине тăраничченех тутаннă. Пĕр тĕллев тытса, пĕр шухăш-кăмăллă пулса, çукран пур туса, пуррине хушса-пуянлатса пурнăç çăмхине малалла чуптарнă. Çапла майпа мĕнпур чăрмав-пăтăрмахсене хыçа хăварма вăй-хал çитернĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни, пĕр-пĕринчен маларах иртсе каяс ĕмĕтпе пурăнманни ăнăçу-çитĕнÿ çулне хывма май панă вĕсене.

Çĕрпел ял тăрăхĕнчи тĕслĕхлĕ çемье 6 ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă, улттăшне те хăйсем кăмăллакан ĕçре телей тупма пулăшнă. Шел пулин те, пĕр ывăлĕ сарăмсăр çĕре кĕнĕ.

Петровсен «пурнăç йывăççи» çинче нумай çĕнĕ турат хушăнни, 12 мăнукĕпе 8 кĕçĕн мăнукĕ ватăсене савăнтармаллипех савăнтараççĕ. Йыш малаллах хушăнасса шанаççĕ-ха ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ. Мĕншĕн тесен пурнăç малаллах тăсăлать, кун-çул кĕнекине çĕнĕ йĕркесем çырăнсах тăраççĕ.

Илья Петрович хайĕн пурнăçĕн ытларах пайне шорникра ирттернĕ, утсем валли çунасем ăсталанă, мăшăрĕ çăкăр пĕçерекен пулнă, тивĕçлĕ канăва тухсан ял ферминче пăрусем пăхнă.

«Паянхи пурнăçа нихăш енчен те хурлама çук. Чир-чĕр çыпăçман, мĕн ĕмĕтленни ĕçпе çирĕпленсе пынă, ачасемпе мăнуксем тата кĕçĕн мăнуксем хăйсен савăнăç-телейне туллин курса-туйса тăраççĕ. Кун-çулăмăр, ĕлĕкхипе танлаштарсан, çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăрать», – витĕмлĕ пĕлтереççĕ савнă мăшăрсем.

К.НИКИФОРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика