Пархатарлă кун-çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 16:00 Просмотров: 319

Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ. Анчах та шăпа этеме тĕрлĕ тăрăха илсе çитерет. Пĕр-пĕр ентеше ăнсăртран тĕл пулсан тăвана курнă пек хĕпĕртетĕн. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче кăçал ĕне сăвакан ăстасен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕччĕ. Конкурс вĕçленсен мана пĕр хĕрарăм кăчăк туртрĕ те:

– Сывă-и, ентешсем; – терĕ. – Эсир Вăрнар енчен пулнине пĕлтĕм те пырса сăмах хушас терĕм. Ентешсемпе калаçсан манăн кăмăл çĕкленсе каять. «Çĕнтерÿ çулне» алла илсен мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Хаçат районăн пархатарлă ÿсĕмĕсем çинчен туллин каласа парать.

Хăпартланса калаçаканĕ Раиса Алексеевна Ефимова пулчĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи Малти Кăкшăм ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван тăрăх пирки пупленĕ чух унăн сăн-пичĕ ăшă кулăпа çуталсах тăчĕ. Кăçал пирĕн ентеш ĕне сăвакан операторсен республикăри конкурсне хутшăнса Пăрачкав район чысне хÿтĕлерĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçрĕ. Ир-ирех тăрса фермăри ĕнесене суса хăварнăскерĕн конкурса хутшăнма епле вăй-хăват çитнĕ-ши;

– Йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă ĕнтĕ. Ачаранпах ĕçре пиçĕхнĕ. Мĕн астăвассах, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ăшталаннă. Фермăра ĕçлекен аннене ĕне сума пулăшнă. Вăл вăхăтра ĕç кăткăсрах пулнă, ĕнесене алăпах сунă.

Раиса Алексеевна çемье çавăрсанах Пăрачкав районне килсе тĕпленнĕ. Мăшăрне, агроном специальноçне илнĕскерне, ку тăрăха ĕçлеме янă. Раиса Ефимован пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 42 çул, çав шутра вăтăр çул енне вырăнти хуçалăхра дояркăра тимленĕ. Пенсие тухнă пулсан та ĕç хастарĕ килте ларасшăн мар, «Семеновский» хуçалăхри фермăналла куллен çул такăрлатать.

Раиса Ефимова мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Ачисем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, çемье çавăрнă.

Раиса Алексеевна пысăк уявсенче çуралнă тăрăха – Малти Кăкшăма – çитме тăрăшать, тăванĕсемпе хутшăнать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика