Тĕллевлĕ ĕçлемелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 16:01 Просмотров: 310

Иртнĕ эрнере Раççей Президенчĕ çумĕнчи стратегилле аталану тата наци проекчĕсемпе ĕçлекен Канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Видеоконференци мелĕпе иртнĕскере Раççей Правительствин председателĕ – Канаш президиумĕн председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă. Вăл наци проекчĕсене пурнăçлама тытăннăранпа вăхăт чылай иртнине, çавна май ун эффективлăхне хаклама тивĕçлине пĕлтернĕ.

Раççей премьер-министрĕ мĕнпур ведомствăсен «Электронлă бюджет» информаци системипе хастартарах ĕçлемеллине асăрхаттарнă. Вăл наци проекчĕсене пурнăçлассине тĕрĕслеме, регионсен административлă тиевне тата хутлă документсен çаврăнăшне чакарма май парать.

Видеотрансляци хыççăн Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика правительствин членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Вăл наци проекчĕсен йĕркипе çирĕплетнĕ мероприятисене пурнăçлама уйăрнă укçа-тенкĕпе вăхăтра усă курассине çирĕп пăхăнма тата тĕрĕслеме ыйтнă. Палăртнă объектсемпе çыхăннă ĕçсене июльте вĕçлеме тĕллев лартнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех 2020–2021 çулсем валли палăртнă объектсем тĕлĕшпе конкурс документацине хатĕрлессипе тата торгисем ирттерессипе халех ĕçлеме сĕннĕ.

Наци проекчĕсен йĕркипе регионта проектсене пурнăçа кĕртме 2019 çул валли Чăваш енĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнче 9,9 млрд тенкĕ пăхнă. Пĕтĕмпе вара ку тĕллевпе 2019–2024 çулсенче мĕнпур бюджетран 77,1 млрд тенкĕ явăçтармалла.

«Советская Чувашия».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика