Тавах ырă тĕслĕхшĕн!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2019, 16:05 Просмотров: 288

Темиçе ăру тĕлпулăвĕнче чĕререн çакнашкал сăмахсем шăранса тухнине илтме питĕ кăмăллă

Вăрнарти Наумовсем вĕсене уйрăмах тивĕç. Пĕр çемьене чăмăртаннăранпа 53 çул çитнĕ çеç мар, пĕрлехи пурнăçăн пĕтĕм тапхăрĕнче вĕсем, чăнах та, çемьепе юратăвăн, шанчăклăхăн ырă та паха тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ.

Шăпах вĕсем Пĕтĕм Раççейри Çемье кунĕпе районти ЗАГС пайĕнче йĕркеленĕ уявра пысăк тимлĕхре пулчĕç. Валерий Петровичпа Алевтина Николаевнана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕç.

Тĕрĕссипе, ку наградăна вĕсен Шупашкарти чыславра илмелле пулнă, анчах та сывлăх тăрăмне пула Наумовсем унта хутшăнайман. Çапах та Вăрнарта та вĕсене пысăк чыспа саламларĕç.

Наумовсем – районти хисеплĕ çынсем. Çемье пуçĕ хăй вăхăтĕнче района ертсе пынă, ун аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă. Ершепуçĕнчи йышлă, туслă çемьере ÿснĕ Валерий Петрович. Пĕр ĕçе те тиркесе тăман. Пурнăçĕнче те тĕрлĕ сферăра вăй хунă: колхозник та пулнă, рабочире те тăрăшнă, тепловоз машинисчĕн пулăшуçи, учитель, комсомол тата парти райкомĕсен пайĕн заведующийĕ, халăх тĕрĕслевĕн районти комитечĕн председателĕ, РОВД пуçлăхĕн заместителĕ... Пур çĕрте те таса чунлăхпа, пысăк ĕçченлĕхпе палăрнă вăл. Пĕлĕвне пурнăç тăршшĕпех анлăлатса-çивĕчлетсе пынă – университет-институтсенче ÿстернĕ. Ырми-канми ĕçшĕн пысăк наградăсене тивĕçнĕ.

Вырăс шашки енĕпе СССР спорт мастерĕ. Ку енĕпе тата шахматпа район чысне халĕ те тĕрлĕ шайри ăмăртусенче хÿтĕлет. Хăйĕн ăсталăхне çапла майпа çивĕчлетсе пырать çеç мар, çамрăксене те ку тĕссене хастар вĕрентет Валерий Петрович.

Ун пулас мăшăрĕ Отиккăвăра çитĕннĕ. Шкул пĕтерсен професси хатĕрленĕвĕпе Вăрнарти КБОра, Шупашкарти çĕвĕ фабрикин филиалĕнче, тепĕр тапхăр çăкăр ларекĕн сутуçинче тăрăшнă. Хыççăн 27 çул çĕвĕ фабрикинче тĕрлĕ должноçсенче вăй хунă: швея-мотористкăра, склад заведующийĕнче, учетчица-кассирта, технологра, бухгалтерта, 18 çул – экономистра. Кузнецкри промышленноçпа экономика техникумĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн кĕске вăхăт Чăваш халăх банкĕн филиалĕнче, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи госсанэпиднадзор центрĕнче бухгалтерта тимленĕ. Унăн та тăрăшуллă ĕçĕшĕн панă наградăсем чылай.

Наумовсем хăйсем пекех ăслă-тăнлă икĕ ача çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Станислав, ĕмĕрне шалти ĕçсен органĕнче ирттернĕ. Отставкăри полици полковникĕ. Хĕрĕ, Елена, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Ашшĕпе амăшне вĕсем виçĕ мăнук парнеленĕ.

Валерий Петровичпа Алевтина Николаевна пĕрлешнĕренпех пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пыраççĕ, нихăшĕ те нихăшне те сивĕ сăмахпа хăртман. Мăшăр çине пăхсанах вĕсен хутшăнăвĕсем çирĕппине ăнланатăн.

– Тавах ырă тĕслĕхшĕн! Пирĕн сирĕнтен вĕренмелли чылай, – терĕç чунтан Бобинсем Наумовсене.

Вĕсене те уява ахальтен чĕнмен. Бобинсем – химиксен династине тăсаканĕсем. Пĕрлехи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вĕсен 400 çула яхăн.

Династие пуçараканĕ – Николай Михайлович Бобин. Чулхула облаçĕнчен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, танкист. Вăрнарти хими заводĕнче, дуст цехĕнче, Аслă Çĕнтерÿ хыççăнхи çулсенче ĕçлеме тытăннă. Чылай вăхăт чукун çул цехне ертсе пынă. Заводра 36 çул вăй хунă.

Унăн мăшăрĕ, Варвара Николаевна, ĕçе заводăн тĕп лабораторийĕнче пробăсем илекенрен тата лаборантран пуçăннă. 29 çул тăршшĕнче яваплă тĕрлĕ должноçсене йышăннă: ОТК мастерĕ, дуст цехĕн смена начальникĕ, ПТО инженер-технологĕ, техника хăрушсăрлăхĕн пайĕнче – инженер тата аслă инженер.

Вĕсем хыççăн ачисем те заводах туртăннă. Ывăлĕ, Александр Николаевич Бобин, нумай çул – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕн производство енĕпе тимлекен заместителĕ. Химиксен йышне вăл шкул пĕтерсенех пĕрлешнĕ, çарта пулнă хыççăн каллех завода таврăннă, ĕçленĕ вăхăтрах вĕреннĕ. Пысăк должноçе шаниччен аппаратчикра, слесарьте, смена мастерĕнче, цех пуçлăхĕнче вăй хунă. Унăн мăшăрĕ, Вера Михайловна, 24 çул заводăн «Березка» ача садĕнче музыка руководителĕнче ĕçленĕ.

Династи пуçĕн иккĕмĕш ывăлĕ те, Анатолий Николаевич, пурнăçне Вăрнарти заводпа çыхăнтарнă. Дуст цехĕн аппаратчикĕнче 27 çул иртнĕ. Ашшĕн ĕçне ывăлĕсем тăснă: Дмитрий – ЛПХ валли ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлекен препаратсем кăларакан цехăн смена мастерĕ, Денис – ку цехăн аппаратчикĕ, Николай – информаци технологийĕсен пайĕн консультанчĕ.

Кусем – Бобинсен ĕç династийĕн пĕр «туратти» кăна. Тĕрлĕ çулсенче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн çĕкленĕвне ку йăхăн 20 представителĕ тÿпе хывнă. Уявра, акă, династие пуçараканĕн пĕртăванĕн хĕрĕ Мария Ивановна Гаврилова та пулчĕ. Вăл та ку предприятире 28 çул ĕçлесе ирттернĕ.

Çемьесене саламланă тата чысланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Наумовсем те, Бобинсем те çирĕп хутшăнусен, ĕçченлĕхĕн, ăнланулăхăн ырă тĕслĕхĕ пулнине палăртрĕ, вĕсене Вăрнар районĕн пĕтĕмĕшле аталанăвне тÿпе хывнишĕн тав турĕ.

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ календарьте уйрăм вырăн йышăннине, Петрпа Феврония çветтуйсем пĕтĕм халăхшăн таса туйăмсен тĕслĕхĕ пулнине палăртрĕ. Вăрнарсем уява чĕререн хисепленине çак кун службăна халăх йышлă пухăнни çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Александр атте пурне те çемье çыхăнăвне сыхласа хăварма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Уява районти культура çурчĕн артисчĕсем – Марина Григорьевапа Дмитрий Иванов илемлетрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика