ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Пĕчĕк ялăн паллă çыннисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019 15:42 Просмотров: 66

Эпĕ, Уйкас Кипекре çитĕннĕскер, çур ĕмĕр ĕнтĕ Çĕньял Нурăс кĕрÿшĕ шутланатăп. Унччен ку ял ăçта вырнаçнине те пĕлмен. Çĕньял Нурăс маншăн самаях çывăхланчĕ, ырă кăмăллă çыннисем тăвансем пекех туйăнаççĕ.

Паллах, кашни ялăн хăйĕн историйĕ, Çĕньял Нурăс авалхисен шутнех кĕмест. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, 230 çул каялла Нурăс салинчи темиçе çамрăк çемье çывăхри пулăхлă уя куçса çĕнĕ ял пуçарса янă. Халĕ кунта 90 кил шутланать. Нурăс çывăхĕнчи ялсен историне Станислав Отрыванов çыравçă сахал мар тĕпченĕ, кĕнеке кăларнă. Çавăн пекех кунта çитĕннĕ Николай Ефимов та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ салтаксем çинчен материалсем чылай пуçтарчĕ, ватăсемпе тĕл пулса калаçрĕ, ĕлĕкхи сăнÿкерчĕксене тупрĕ, хăй шучĕпе кĕнеке пичетлерĕ, ял çыннисене валеçсе пачĕ.

Ялăн хальхи шăпи ыттисен евĕрлех% çамрăксем сахал, пушанса юлнă кил-çурт шучĕ çулсерен ÿсет, чылайăшĕнче – пĕччен-иккĕн пенсионерсем. Мĕн тăвăн, вăхăчĕ çавнашкал пуль. Çапах та халăх лайăх пуласлăха шанать-ха.

Пĕчĕк ялтан республикипе чапа тухнă паллă çынсем чылаййăн тухнă. Акă, Иван Ефимова илер. Вăл, 123 çул каялла çуралнăскер, – граждан вăрçи паттăрĕ, Чăваш автономи облаçĕн пĕрремĕш çар комиссарĕ, физкультурниксен совечĕн пĕрремĕш председателĕ. Унччен И.Ефимов Етĕрнери аслă училищĕре вĕренсе учитель ятне илме экзамен ăнăçлă тытнă. Кĕçех, 1915 çулта, ăна пĕрремĕш тĕнче вăрçине илнĕ, прапорщиксен курсĕнче вĕреннĕ. Хĕвеланăç фронтĕнче нимĕçсемпе, австро-венгрсемпе çапăçнă. Кайран виçĕ çула яхăн граждан вăрçинче рота командирĕ пулнă. Петропавловск хулине ирĕке кăларнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Иван Ефимова Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Чăваш çĕршывне таврăнсан учительте ĕçленĕ. 1941 çулхи мартра ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Ун чухне вăл хĕрĕх пиллĕкре пулнă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çине тапăнса кĕрсен И.Ефимов аслă лейтенант Хĕвеланăç фронтĕнче стрелоксен 242-мĕш дивизийĕнче полкăн штаб начальникĕн помощникĕ пулнă. Смоленск çывăхĕнчи çапăçура йывăр аманнă, госпитальсенче сипленнĕ. Йывăр суранланнăскерне 1942 çулта киле янă. Вăл Етĕрнери педагогика училищинче военрукра ĕçлеме тытăннă. Граждан вăрçинчи паттăрлăхшăн, совет влаçне çирĕплетессишĕн хăйне шеллемесĕр вăй хунăшăн СССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Указĕпе И.Ефимова иккĕмĕш хут Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Каярахпа вăл çемйипе Çĕмĕрле хулинче пурăннă. Ăна Калинино масарĕнче пытарнă. Унăн вилтăприйĕ çинче çăвĕпех чĕрĕ чечек çыххисем.

Тата тепĕр ентеш пирки. Вăл – Павел Ананьев. Хамăр республикăра финанс комиссарĕ пулнăскер. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Революци хыççăн Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Аслă политрук Халхин-Гол патĕнче самурайсемпе, Ленинград фронтĕнче финсемпе, Мускав çывăхĕнче нимĕçсемпе çапăçнă. 1941 çул вĕçĕнчи çапăçу хыççăн унăн ÿтне тупайман. Павел Ананьев çинчен Бурмистров академик çапла çырнă% «Павел Ананьевич тÿрĕ кăмăллă, çĕршывшăн, халăх телейĕшĕн чунне шеллемен политрук. Вăрçă пуçлансанах вăл çапла каланăччĕ% «Манăн вырăн фронтра».

Çĕньял Нурăсăн тепĕр мухтавлă ывăлĕ – Исак Федорович Кошкин. Вăл ял хуçалăх ĕçĕнче палăрнă, хăй тĕллĕн аталаннă талант тесен тĕрĕсрех пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан колхозниксем ăна бригадира шаннă. Хыççăн колхоз председательне суйланă. И.Кошкин 36 çул улшăнмасăр «Правда» колхоза ăнăçлă ертсе пынă, республикăра малта пыракан хуçалăхсен ретне кăларнă, ялсене тĕпрен çĕнетнĕ. Ахальтен мар И.Кошкина «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята панă, виçĕ хутчен Ленин орденĕпе чысланă, чылай çул республикăн Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. 1977 çулта унăн ятне республикăн ,çри Хастарлăхпа Паттăрлăх Кĕнекине кĕртнĕ. Исак Федорович Кошкин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май вăл пурăннă çурт çине пĕлтĕр Асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Çак пĕчĕк ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 73-ĕн хутшăннă. Вĕсенчен 31-шĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Çав шутра – пĕртăван Илья, Кирилл тата Николай Егоровсем, Василийпе Иван Петровсем, Михаилпа Павел Петровсем вăрçăра пуçĕсене хунă.

Ку ялта пĕр ятлă, пĕр хушаматлă Михаил Петровсем пурăннă. Пĕри – Петр Матвеев ывăлĕ, вăрçăчченех Чулхулари институтран вĕренсе тухнă, Кÿлхĕрринче учительте ĕçленĕ. Сăнÿкерчĕксем тăвассипе питĕ кăсăкланнă. Унăн ĕçĕсем ял-йышра халĕ те упранаççĕ. Вăрçă тухиччен пĕр уйăх маларах Михаил Петров Калининăри Евдокия ятлă чипер хĕре качча илнĕ. Анчах унăн ырă ĕмĕчĕсем татăлнă – Михаила вăрçа илсе кайнă. Мăшăрĕ хĕрача çуратнă, ăна Алевтина ят панă. Малтан Михаил Петрова вăрçă ĕçне Урал çывăхĕнче вĕрентнĕ. Салтаксен çар эшелонĕ хĕвеланăçнелле Вăрнар станцийĕ урлă каяссине пĕлсен, упăшкине курса юлас ĕмĕтпе Евдокия унта васканă. Хĕрĕ, Алевтина, каланă тăрăх, ашшĕпе амăшĕ станцире кĕске вăхăт тĕл пулма ĕлкĕрнĕ. Михаил мăшăрне çапла каланă иккен% «Каялла таврăнас çук, тăлăхла ан пурăн». «Сана хамăн ĕмĕр вĕçленичченех кĕтĕп», – тенĕ ăна Евдокия. Шăпа, чăн та, çавнашкал пулса тухнă. Михаил Петров 1942 çул вĕçĕнче хыпарсăр çухалнă. Мăшăрĕ панă сăмаха çирĕп чыспа пурнăçланă, ĕмĕрĕпех упăшки таврăнасса кĕтнĕ, виличчен çеç юратнă мăшăрĕ чĕрĕ юлманнипе çырлахнă.

Тепĕр Михаил Петровăн шăпи урăхларах. Темле йывăрлăхсене те тÿсме лекнĕ пулин те мирлĕ пурнăçа таврăннă вăл. Вăрçă пуçлансанах икĕ ывăлне – Иванпа Василие – фронта ăсатнă, иккĕшĕ те 1942 çулта çапăçура пуçĕсене хунă. Çак усал хыпара илтсенех Михаил Петров хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Çапăçура йывăр амансан яла таврăннă. Аллă çула çитнĕскер, ыратакан сурансем канăç паман пулин те, вуникĕ çул колхоз садĕнче тăрăшнă. Çитмĕле çитес умĕн çеç юратнă ĕçе пăрахнă. Унсăр пуçне Михаил Петрович пыл хурчĕсене усранă. Вăрçă инвалидне ялйыш халĕ те ырăпа аса илет.  

Паянхи Çĕньял Нурăсра та маттур çынсем сахал мар. Акă, Андрей Ананьев хресчен хуçалăхне ăнăçлă аталантарса пырать, выльăх-чĕрлĕх чылай усрать, ĕçе çăмăллатма хăй туяннă тракторпа, ытти техникăпа усă курать, ял халăхне пулăшма та ÿркенмест.

Иван Григорьев Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче тăрăшать. Ырă ята тивĕçнĕ. Ят-сум çĕнсе илнĕ педагогсем те пур ялта% Татьяна Павловнапа Лев Николаевич Ефимовсем, Ольга Ивановна Андреева, нумай ачаллă Мария Тарасова, тăхăрвуннăри ветеран-педагог Ольга Викторовна Петрова тата ыттисем.

Ял илемленсе-тасалса пырать. Ял уявне халăх кашни çул темиçе ĕмĕрхи юман патĕнче пуçтарăнса паллă тăвать. Çимĕкре кашни кил умĕнче çăмăл машинăсем ларни ялта пурăнакансен пурнăç шайĕ палăрмаллах ÿснине çирĕплетет.

230 çулхи Çĕньял Нурăсăн малашлăхĕ те ăнăçлă пултăрччĕ. Паллах, çакă йăлтах хамăртан килет.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ